Большечакинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă Чак е Пайпах?

20 октября 2012 г.

Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 104, 105 номерсенче).

Атăлçи Пăлхар патшалăхĕнчи хуп-хура та пулăхлă çĕрпе танлаштарсан Энĕш тăрăхĕнчи тăпра чухăнрах пулин те чăвашсем аптăраса ÿкмен: ялĕсене аталантарма, халăх йышне упраса хăварса малалла ÿстерме пултарнă. Ĕçчен, туслă, мирлĕ халăха çармăссем килĕштернĕ, хăйсем пĕлекен çулсемпе, юхан шывсемпе çăл куçсем пур вырăнсене кăтартса çÿренĕ, маларах панă ятсене пĕлтернĕ.

«Юхан шывсен ячĕсенче çармăс чĕлхин витĕмĕ пуррине илсен, пирĕн тăрăхра чăвашсем киличчен çармăссем пурăннине шута хумалла. Çармăс чĕлхинчен юлнă географи ячĕсем пурте юхан шыва пĕлтереççĕ. Анчах та ял пĕлтерĕшлĕ ятсем çук. Эппин, хальхи чăваш территорийĕнче çармăссен сунара çÿремелли вырăнсем пулнă, чăтлăхсенчи çул тупма пысăк-пĕчĕк юхан шывсене, çырмасене ят парса палăртнă. Чылай кайран çак тăрăха килнĕ чăвашсем абориген çармăссенчен чылай географи ячĕсене йышăннă та хăйсем килĕштернĕ юхан шывсемпе çырмасен ик енĕпе вырнаçса ялсене аталантарнă». (Н.Е.Егоров профессор çырнинчен. Çак кĕн.: Тафаев Г.И. Малая Родина. – Ч., 1997.).

1859 çулта Шалти ĕçсен статистика комитечĕ хатĕрленĕ Хусан кĕпернинчи Çĕрпÿ уесĕнчи ялсен списокĕнче «Аслă Чак – Пайпах (Большие Чаки- Байбахтино д.Каз.) Иргенер шывĕ тата çырма хĕрринче вырнаçнă (Большие Чаки – Байбахтино при речке Иргенере и овраге)», тенĕ.

1795 çулта Çĕрпÿ уесĕнчи çĕрсене тĕпрен виçсе тухнă (генеральное межевание), хутсем çине тĕспе ялсене, çырма-çатрасене, юхан шывсене, вăрмансене, сухалакан - акакан çĕрсене ÿкерсе тухнă. Çав карттă Чăваш патшалăх истори архивĕнче тирпейлĕн упранать, ун çумне экономика асăрхаттарăвĕсене те панă. Унта Аслă Чак ялĕ пирки çапла çырнă: «Чаки Байбахтина речки Ичеснера на левой отвертке на правой, Байбахтина на косогоре речек Ичеснера на правой и Малого Аниша на левой» (Тĕплĕнрех 3-мĕш çаврăмра)

Чĕлхе ăслăлăхĕ – нар, - нер пе пĕтекен сăмахсем юхан шыв, шыв-шур ячĕсене пĕлтернине çирĕплетет. Асăрхăр: çармăсла – энгер, чăвашла – юхан шыв. Çавăнпа 1859 çулта хут çине Иргенер тесе çырнинчен тĕлĕнме кирлех мар.

Аслă Чак шкулĕнче истори, географи вĕрентнĕ Ф.Ф.Федоров Кив çурт çырмине нумай тĕпченĕ: чавса пăхнă, тупăннă япаласене археологи ăслăлăхĕ вĕрентнĕ пек тишкернĕ. Уйрăмах кунта сыхланса юлнă çăл вырăнĕпе, Ахват мăкрипе интересленнĕ. Вăл каланă тăрăх Чаксем Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Нарат Чакки ялĕнчен куçса килнĕ. Çапла çирĕплетсе калама ăна, географи учительне, Пĕчĕк Энĕш Пысăк Энĕшпе пĕрлешсе Нарат Чакки тĕлĕнчен иртсе Атăла юхса кĕни хистенĕ пулĕ. Паллах, ватăсем каласа панă халапсене те ăша хывнă.

«Нарат Чакки – Тогаево. Нарат – тутар сăмахĕ, хыр йывăççине пĕлтерет, - чек – чăвашла – чикĕ. (Хырлăх хĕрринчи ял темелле-ши; - ред.)», - çырать Г.И.Тафаев «Малая Родина» кĕнекинче. (Тафаев Г.И. Малая родина. – Ч., 1997. 8 стр.).

«Истори халапĕсем» кĕнекере Нарат тата Чак ятсем çын ячĕсем пулнипе çыхăнтарса икĕ истори халапне панă. 681-мĕшĕнче Наратпа Чак кил хуçисем тенĕ, 682 – мĕшĕнче Нарат хĕр ячĕ тенĕ.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн ăслăлăх архивĕнче упранакан «Летопись с. Тогаево» управра çапла çырнă: «Тукайсем хăйсен ялне Чакки тенĕ, аяккарах кайса вырнаçнине Чак ялĕ тенĕ». (ЧПГĂА, I уйрăм, 569 управ. 8л.)

Аслă Чак ялĕ Нарат Чаккинчен уйрăлса тухнă тесех çирĕплетме çук пулĕ. Мĕншĕн тесен архивсенчи эпир пĕлекен чăнлавсем кун пирки нимĕн те каламаççĕ. Халăх сăмахлăхĕпе топонимсем çине таянса çеç çапла та, капла та теме пултаратпăр. Ялсен хурăнташлăхĕ вара сисĕнсех тăрать. Çармăс вăрманĕсенчи çĕрсем пулăхлăхĕ чакнипе Атăл урлă каçса Энĕш тăрăхĕнче ялсем йĕркеленсен халăх йышĕ ÿсме тытăнать. Пĕр ялтан темиçе ратне уйрăлса тухса ялсем йĕркеленипе çĕр хĕсĕкленет. Пĕрмай вăрман хăртса ирĕк çĕр тăвасси те йывăрланать, мĕншĕн тесен вăрманĕ хăй те çынна тăрантарнă вĕт. Выльх-чĕрлĕх усрама, тĕрлĕ çимĕç пухма, пыл пуçтарма, сунара çÿреме ирĕклĕрех вырăнсем кирли сисĕнсех тăнă. Чăваш ялĕсене ытла пысăках туман. Хурăнташлă йăхсем пĕр-пĕринчен аяккалла вырнаçмашкăн ăнтăлман, юхан шывсем тăрăх вырнаçа-вырнаçа ларса тухнă. Эппин Атăл енчен Энĕш (Пысăк Энĕш, Пĕчĕк Энĕш, Вăтам Энĕш) шывĕсем икĕ енĕпе хунаса кайнă авалхи ялсен çуралнă çулĕсене пĕр вăхăталлах- XIV - XV ĕмĕрсенче шырамалла.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429410, Урмарский район, д.Большие Чаки, переулок Механизаторов, дом 5
Телефон: 8(83544) 43-2-31
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика