Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республика шайĕнчи çĕнтерÿсем

20 октября 2012 г.

Районти шкулсенче вĕренекенсем хамăр патра кăна мар, республика шайĕнче те конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнса çĕнтерни савăнтарать.

Питĕркасси шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекен Сергей Фадеев вара чăваш музыкипе литературин классикĕ Федор Павлов çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă пултарулăх конкурсне хутшăннă. Асăннă конкурса хамăр республикăри тата Тутарстанри шкул ачисем пурĕ 140 ĕç тăратнă пулнă, анчах Сергейăн "Ялта" пьеса" номинацире тăратнă ĕçĕ иккĕмĕш ÿсĕмри ушкăнра мала тухма пултарнă.

Пултаруллă, талантлă вĕренекенсене конкурссенче çĕнтернĕ ятпа саламлатпăр, малашне те çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума сунатпăр.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика