Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçшĕн тав

26 октября 2012 г.

Районта тасалăхшăн ытларах тимлеме пуçлани кăмăла çĕклет. Майĕпен пулин те, çынсен культура шайĕ ÿссе пырать. Иртнĕ кунсенче, акă, ялсенче тирпей-илем кĕртессипе субботниксем иртрĕç. Район центрĕ таса пултăр тесе штатра тăракан тирпейлÿçĕсем те тÿрĕ кăмăлпа тăрăшни курăнать.
Çÿп-çапа шăлса пухса турттарнисĕр пуçне çулсен хĕррисемпе, çуртсен çывăхĕнче ашкăрса ÿсекен йывăç-тĕмсене те нумай касса тирпейлерĕç. Сăмахран, Ленин урамĕпе проспектĕнче, автозаправкăна каякан çĕрте чылай ĕçлерĕç ку тĕлĕшпе.
Эпир Тăвайри Чапаев урамĕнчи 24-мĕш çуртра пурăнатпăр. Пÿрт умĕнчи тирексем чылай çÿлелле ÿссе турачĕсем электричество пралукĕсене лекетчĕç. Çил-тăвăл тухсан инкек-синкек курасси те аякра мар. Йывăçсене кастарас тесе тивĕçлĕ органсенчен пулăшу ыйтма тиврĕ. Чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхне Ю.Е.Васильева тав сăмахĕ каласшăн. Çавăн пекех çак ĕçе пурнăçлама хутшăннă А.А.Алексеева, Е.Н.Титова, Г.Г.Иванова тата ыттисене ĕçре ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунатпăр

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика