Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кинеми – 90 çулта

24 октября 2012 г.

Пирĕн çĕр-шывра патшалăх аслă ăрури çынсене яланах хисеп тунă, сума сунă. Юлашки вăхăтра Аслă Отечественнăй вăрçăн 90 çул тултарнă тата аслăрах ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене юбилей ячĕпе саламласа Президент Çырăвĕпе чысласси йăлана кĕчĕ. Ĕнер районти тата тепĕр ватă патне Президент саламĕ çитнĕ.

Тумликассинче пурăнакан Матрена Степановна Данилована 90 çул тултарнă ятпа Раççей Президенчĕ Владимир Путин саламланă çырăва хисеплĕ ватă патне район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Анатолий Ейков çитернĕ. Кинемие сумлă юбилейпе саламланă май вăл вăрçă вăхăтĕнче ырми-канми ĕçленĕ çынсем чăннипех ырă сăмаха тивĕç пулнине палăртнă. Ку чăнах та çапла. Матрена Степановна "1941-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медале те тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн та вăл тăван колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă.

Паян кинеми пĕчченех пурăнать. Унăн чун йăпатмăшĕ – ула кушакĕ. Куçĕсем япăхрах кураççĕ тата хăлхи витĕрех мар пулин те, Матрена Степановна район хаçачĕпе паллашма та хал çитерет. Каçсерен урама тухса кÿршисемпе тĕл пулса калаçма та вăхăт тупать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика