Красночетайское сельское поселениеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлисене – депутат премийĕ

24 октября 2012 г.

Районти чи лайăх педагогсене кашни çулах преми парса хавхалантараççĕ.

Кăçал та вĕсен пултарулăхне, ĕçри çитĕнĕвĕсене, пĕлÿпе воспитани процесне çĕнĕлĕхсем кĕртнине кура ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕн Н.Маловăн премине парса чысларĕç. Районти вĕрентÿ шайне ÿстерес тесе тăрăшакан учительсем çаксем: кĕçĕн классен вĕрентекенĕсем Галина Гусельщикова (Хĕрлĕ Чутай шкулĕ) тата Елена Кудряшова (Шулю), директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Алина Ильина (Çĕн Атикасси), математика учителĕ Елена Яхатина (Хусанушкăнь шкулĕ), райадминистрацин вĕренÿ пайĕн методисчĕ Татьяна Улянды. Çитес çулхи майăн 31-мĕшĕччен вĕсем уйăхсерен 1000 тенкĕпе танлашакан преми илсе тăрĕç. Çавăн пекех Николай Малов вĕренÿре, спортра пултаруллă шкул ачисене стипендипе тивĕçтерет. Паянхи куна районти 77 пултаруллă вĕренекен çак хавхалантарăва илнĕ. Унсăр пуçне çитес вăхăтра Николай Владимирович районти 3 шкула вĕрентÿ ĕçне аталантарма грантсем парса хавхалантарĕ. Çĕнтернĕ вĕренÿ учрежденийĕ 50 пин тенке, иккĕмĕшĕ – 30 пин тенке, виççĕмĕшĕ – 20 пин тенке тивĕçĕ.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Красные Четаи
Телефон: 8(83551) 2-13-61
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика