Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сумлă юбилейне паллă турĕ

20 октября 2012 г.

Пирĕн çĕр-шывра патшалăх аслă ăрури çынсене яланах хисеп тунă, сума сунă. Юлашки вăхăтра Аслă Отечественнăй вăрçăн 90 çул тултарнă тата аслăрах ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене юбилей ячĕпе саламласа Президент Çырăвĕпе чысласси йăлана кĕчĕ. Ĕнер районти тата тепĕр ватă патне Президент саламĕ çитрĕ.

Тумликасси ялĕнче пурăнакан София Степановна Ярадайкина ялти чи ватă хĕрарăмсенчен пĕри. Çăмăл пулман хĕрарăм пурнăçĕ, вăрçă нушине те самаях тÿснĕ, ĕмĕрĕпех колхозра ĕçленĕ. София Ярадайкина "1941-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медале те тивĕçнĕ.

Мăшăрĕпе вĕсем икĕ ывăла кун çути парнеленĕ. Шел те, паянхи кун пĕр ывăлĕ кăна пурăнать, вăл Хусанта тĕпленнĕ. Халĕ кинеми пĕчченех кун кунлать, апла пулин те çулне кура мар вăр-варскер, качака та усрать. Пĕр урамра пурăнакансем ăна пулăшсах тăраççĕ.

София Степановнан ултă мăнукпа ултă кĕçĕн мăнук, вĕсем асламăшне манмаççĕ. Кÿршĕ республикăра пурăнакан ывăлĕ те, акă, амăшне юбилей ячĕпе саламлама инçе çула кĕскетсе тăван килне çитнĕ.

Раççей Президенчĕ Владимир Путин София Степановнана 90 çул тултарнă ятпа саламласа çырнă çырăва хисеплĕ ватă патне район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Храмов çитернĕ. Кинемие сумлă юбилейпе саламланă май вăл хăйĕн сăмахĕсене парнесемпе çирĕплетнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика