Красночетайское сельское поселениеОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрлĕчутайсен пултарулăхĕ – Наци радиовĕпе

20 октября 2012 г.

Районта пурăнакансем культурăпа кану центрĕн "Шокăль" тата инвалидсен обществи çумĕнче йĕркеленнĕ "Шанчăк" фольклор ушкăнĕсене питĕ лайăх пĕлеççĕ. Вĕсем хутшăнмасăр районта пĕр культура мероприятийĕ те иртмест тесен те юрать. Республика тулашне те тухса çÿреççĕ вĕсем.

Октябрĕн 16-мĕшĕнче "Шокăль" тата "Шанчăк" фольклор ушкăнĕсен пултарулăхĕпе Наци радиовĕ "Иксĕлми çăл куçсем" конкурсра паллаштарчĕ. Унта "Шокăль" ушкăнăн Çăварни тата утă çи юррисем, "Шанчăк" ушкăнăн "Сăр шу кокринче" тата "Порçăн тоттăр çыхма лайăх" ĕçкĕ юррисем янăрарĕç.

Сăмах май, "Иксĕлми çăл куçсем" конкурса Наци радиовĕ кăçалхи май уйăхĕнчен пуçласа ирттерет. Финалистсене декабрĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш патшалăх филармонийĕнче палăртĕç.

Жюри членĕсем – республикăри культурăн паллă ĕçченĕсем – студире тÿрĕ эфирта хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç, вĕсенчен ытларахăшĕ сассисене "Шанчăк" фольклор ушкăнне пачĕ. Çапла вара Галина Сергеева ертсе пыракан ушкăн финала тухрĕ.

Çакна та каласа хăвармалла: "Шокăль" фольклор ушкăнĕ те финала тухтăр тесен районта пурăнакансен вĕсемшĕн сотовăй телефонпа СМС-çыру ярса сасăлама май пур. СМС-çырура чи малтан "НРАДИО" тесе çырмалла, унтан пушă вырăн хăвармалла, кайран "Шокăль" тесе çырмалла. СМС-çыру тÿлевлĕ.

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники
Система управления контентом
429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с. Красные Четаи
Телефон: 8(83551) 2-13-61
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика