Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче – турнир

17 октября 2012 г.

Иртнĕ шăмат кун Хĕрлĕ Чутай тата Етĕрне районĕсен воин-интернационалисчĕсен йăлана кĕнĕ тĕл пулăвĕ иртнĕ. Мероприяти Г. Иванов тата Ю.Макаров афганецсене, Чечен Республикинчи çапăçура пуçĕсене хунă В.Быкова тата С.Эзенкина асăнса лартнă палăк патĕнчи митингран пуçланнă.

Унтан "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче "Чавал" ентешлĕхĕн волейбол турнирĕ иртнĕ. Палăртмалла, çак турнир ентешлĕх членĕсем хушшинче (Çĕнĕ Шупашкар, Шупашкар тата Хĕрлĕ Чутай районĕ) кашни çулах иртет. Хĕрлĕчутайсем паллă хăнасене – "Чавал" ентешлĕх членĕсене тата Етĕрне районĕн воин-интернационалисчĕсене – илемлĕхпе сывлăх уявĕнче аван кĕтсе илнĕ. Турнира "Чавал" ентешлĕх команди, Етĕрне тата Хĕрлĕ Чутай районĕн воин-интернационалисчĕсем хастар хутшăннă. Çĕнтерÿçĕ ятне "Чавал" ентешлĕх команди илме пултарнă. Сывă пурнăç йĕркине юратакансем турнирпа кăмăллă юлнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика