Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеплĕ ята чăннипех тивĕçлĕ

10 октября 2012 г.

Пирĕн районти шкулсенче тÿрĕ кăмăлпа, яваплăхпа палăрса тăракан учительсем чылай. Вĕсенчен пĕри – Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Марина Васильева.

Марина Николаевна – пĕрремĕш категориллĕ учитель, вăл ачасене вĕрентес ĕçре 21 çул тăрăшать. Кашни кун уроксене васканисĕр пуçне вăл кăçалтан 5-мĕш классене хăй хÿттине илнĕ – тин кăна пуçламăш классенчен вĕренсе тухнисен класс ертÿçи пулма та çăмăл мар.

Марина Николаевна ачасен пурнăçне витĕр курса тăнăн туйăнать – кашниех çывăх уншăн, пуринпе те пĕр чĕлхе тупса туслашма тăрăшать. Кăмăллă вĕрентекен ачасене чăваш чĕлхин вăрттăнлăхĕсене уçса парать (тăван чĕлхе пулсан та, пĕлмелли, уçăмлатмалли пайтах-ха кунта!), чăваш писателĕсемпе поэчĕсен произведенийĕсене ăша хывма, тăван литературăна юратма пулăшать.

Ачасене тарăн пĕлÿпе тивĕçлĕ воспитани парас ĕçе чунĕпе парăннă вĕрентекен "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ята чăннипех те тивĕçлĕ. Марина Васильевана педагогика ĕçĕнче малашнехи çитĕнÿсем тата учителĕн пархатарлă ĕçне пысăк хисепе хуракан вĕренекенсем сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика