Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерÿпе таврăннă

06 октября 2012 г.

Сентябрĕн 16-21-мĕшĕсенче Краснодар крайĕнчи Анапа хулинче вырăс халăх инструменчĕсен оркестрĕсемпе ансамблĕсен "Раççейĕн юрлакан хĕлĕхĕсем" халăхсем хушшинчи XI фестивалĕ иртнĕ.

Унта çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчи 36 пултарулăх коллективĕ хутшăннă. Пирĕн республика чысне Чăваш патшалăх педагогика университечĕн казаксен "Раздолица" вокалпа инструментсен ансамблĕ тата баянистсен дуэчĕ хÿтĕленĕ. Паллă коллективсем хушшинче иртнĕ тупăшура пирĕн артистсем икĕ Диплома тивĕçнĕ.

Раççейĕн культурăпа искусствăн паллă ĕçченĕсенчен тăракан жюри "Раздолица" ансамблĕн пултарулăхне пĕрремĕш степеньлĕ лауреат Дипломне парса хакланă, Александрпа Ольга Возяковсен дуэчĕ иккĕмĕш степеньлĕ Диплома тивĕçнĕ.

Палăртмалла, "Раздолица" ансамбль йышне педагогика университечĕн доценчĕ А.Возяков (ансамбль ертÿçи, пирĕн ентеш), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ, педагогика университечĕн доценчĕ В.Егоров, А.Антошинпа П.Хлебников артистсем тата педуниверситетăн музыкăпа педагогика факультечĕн студенчĕсем Н.Михайлова, О.Возякова, Я.Ульдин кĕреççĕ.

Нумаях пулмасть ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов казаксен "Раздолица" вокалпа инструментсен ансамблĕн артисчĕсемпе тĕл пулнă, вĕсене республикăн культура пурнăçне пуянлатнăшăн, халăх пултарулăхне аталантарас енĕпе тунă ÿсĕмсемшĕн Тав çырăвне парса чысланă.

Хĕрлĕ Чутай салинче çуралса ÿснĕ Александр Геннадьевич Возяков ертсе пыракан ансамбле малашнехи ÿсĕмсем сунатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика