Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юбилей медалĕпе чысларĕç

03 октября 2012 г.

Хĕрлĕ Чутай салинчи Советски урамĕнче пурăнакан Зоя Кодякова пурнăçне суту-илÿпе çыхăнтарнă. Вăл 1971 çултан пуçласа 2008 çулччен Анат Чутайра вырнаçнă ял хуçалăх таварĕсен лавккинче ĕçленĕ. Хĕрĕх çула яхăн пĕр вырăнта ĕçлеме çăмăл мар паллах. Чăтăмлăх та кирлĕ, тавар туянакансемпе пĕр чĕлхе те тупмалла, тавар ассортиментне те пуянлатсах тăмалла...

Тăрăшса ĕçленĕшĕн Зоя Николаевнана "Суту-илÿ отличникĕ" паллăпа та наградăланă, вăл – кооперацин ĕç ветеранĕ.

Çак кунсенче вара, Пĕтĕм тĕнчери ваттисен кунне уявланă май, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕ Валерий Павлов Зоя Николаевна Кодякована "Раççей Федерацийĕн Потребкооперацине – 180 çул" юбилей медальне парса чысларĕ.

Халĕ суту-илÿ ветеранĕ тивĕçлĕ канура. Мăшăрĕпе вĕсем выльăхсем усраççĕ, пахчара тăрмашаççĕ. Ачисемпе мăнукĕсен ăшшине туйса пурăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика