Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çирĕп тĕрек

05 сентября 2012 г.

Хĕрлĕ Чутайра пурăнакан Елена Семеновна Чикирина августăн 28-мĕшĕнче 80 çулхи юбилейне паллă турĕ. Çак ятпа ăна ачисем, мăнукĕсем, кÿрши-арши чун-чĕререн саламларĕç, ăшă сăмахсем каларĕç, çирĕп вăй-хал сунчĕç. Елена Семеновна хăй вара шухăша путрĕ, унăн куçĕ умне, кинори кадрсем пек, иртнĕ кун-çул шуса тухрĕ...

Вăл Хватукасси ялĕнче çуралнă. Çемьере тăватă ача пулнă, Елена – асли. Семенпа Аркадий шăллĕсене, Маруся йăмăкне ура çине тăма сахал мар пулăшнă вăл. Ашшĕ-амăшĕ ир пуçласа каçченех колхоз ĕçĕнче тăрăшнă май, аппăшĕ кĕçĕннисене апат та пĕçерсе çитернĕ, кĕпе-йĕмне те çуса тасатса тăхăнтартнă... Халĕ Семен – Казахстанра, Аркадий Чулхулара пурăнаççĕ. Маруся ялтах тымар янăскер, сывлăхĕ хавшаса çитнипе пурнăçран уйрăлнă.

– Хĕр çулне çитсен, 1954 çулта пулчĕ ку, ялти каччăпа Михаил Петрович Чикиринпа пĕрлешрĕмĕр, – аса илет халĕ иртнине Елена Семеновна. – Эпĕ колхозри тĕрлĕ ĕçе хутшăнаттăм. Утă та çулнă, тырă та вырнă, авăн çапнă – 16 çул хресчен ĕçне пурнăçласа пытăм. Мăшăрăм вара ĕмĕр тăршшĕпех районти суту-илÿ тытăмĕнче тăрăшрĕ. Склад заведующийĕнчен пуçласа райпо Канашĕн председателĕ таран ÿсрĕ.

Палăртма кăмăллă, Михаил Петрович райпо коллективне нумай çул хушши ертсе пычĕ. Вăл ĕçленĕ çулсенче ялсенче чылай çĕнĕ лавккасем ĕçе кĕчĕç, район центрĕнче тата Кив Атикассинче çăкăр завочĕсем продукци пама пуçларĕç, "Березка" ресторан алăкĕ уçăлчĕ... Пуçаруллă та пултаруллă ертÿçĕ пулнине хăйĕн тăрăшуллă ĕçĕпе кăтартса пачĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та килте ларасшăн пулмарĕ-ха, хальхи автовокзал çуртне туса пĕтерсе хута ярассишĕн нумай тăрăшрĕ.

Михаил Петрович райпо Канашĕн председателĕнче ĕçлеме пуçласан Чикиринсен çемйи пурăнма Хватукассинчен Хĕрлĕ Чутая куçать. Елена Семеновна районти санитарипе эпидемиологи станцине ĕçе вырнаçать. Дезинфектор ĕçне çирĕм пĕр çул хушши пурнăçласа пырать вăл. Тĕрлĕ объектсене çитсе тасалăхпа тирпейлĕхшĕн тăрăшать, чир-чĕр ан сарăлтăр тесе тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерет. Хăйне аван тытакан, ĕçе юратакан хĕрарăм кулленхи тивĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçласа пырать, ĕç ударникĕ пулса тăрать. Каярахпа вăл "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçет.

– Санитарипе эпидемиологи станцийĕнче тăрăшнă çулсене ырăпа кăна аса илетĕп, – кăмăллăн калаçать Елена Семеновна. – Туслă, хастар коллектив тăрăшатчĕ унта. Санитари врачĕсем, вĕсен пулăшуçисем куллен хуçалăхсенче, шкулсенче, культура учрежденийĕсенче пулатчĕç, ерипен тĕрлĕ чирсем сарăласран асăрхаттару ĕçĕсене пурнăçлатчĕç. Тĕпрен илсен, халăха санитарипе гигиена правилисене пăхăнса пыма хăнăхтаратчĕç.

Килти ĕç-пуç та, мăшăрĕ кунĕ-кунĕпе ерçейменрен, Елена Семеновна хул пуççийĕ çинех тиеннĕ темелле. Тăватă ача çуратса пăхса ÿстернĕ-çке Чикиринсем. Шел, Аньăпа Вера вăхăтсăр пурнăçран уйрăлнă. Галя халĕ врач-эпидемиологра, Гена налук инспекцийĕнче ятарлă хуралта тăрăшаççĕ. Елена Семеновна ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать, мăнукĕсене пурнăç çулĕ çине кăларма пулăшать. Ку кăна-и? Пахчари ĕçсене хăех тирпейлесе пырать, çуллен тĕрлĕ пахча çимĕç ÿстерсе хĕл валли хатĕрлет.

Пăхатăн та ун çине, тĕлĕнетĕн: пурнăç кукрашкисем ăна хавшатайман, авса хуçайман. Вăй-хал тĕлĕшĕнчен çирĕп-ха вăл, çула тухсан тепĕр çамрăк çын та утса çитеймест ăна. Ывăлĕн çемйишĕн çирĕп тĕрек пулса тăрать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика