КУКШУМСКИЙ ТЕРРИТОРИАЛЬНЫЙ ОТДЕЛ ЯДРИНСКОГО МУНИЦИПАЛЬНОГО ОКРУГАОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăмăк-шăллĕне юта паман

05 октября 2012 г.

 

“Пурнăçа пурăнса ирттересси уй урлă каçасси мар”, - тенĕ ваттисем. Ĕмĕр сакки сарлака - темĕн те курма тивет: хуйхи-суйхине те, савăнăçне те, куççульне те... Çĕр çинчи чи хăрушши - çывăх çын çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлни. Инкек никама систермесĕр килет те çын чĕринче нихăçан тÿрленми суран хăварать. Кăкшăмра пурăнакан Тимофеевсен умĕнчен хура кушак чупса каçнă тейĕн - çемьере инкек хыççăн инкек сиксе тухнă: пĕр тăвансем тĕнчери чи çывăх çыннисене çухатнă. Апла пулин те кĕçĕннисене ача çуртне яман. Хăйсем çине тăнипе пĕр-пĕрне ăнланса, пулăшса пурăнма вăй-хăват тупнă.

Çухатусем...

Юрий Алексеевичпа Людмила Николаевна 8 ачана кун çути парнеленĕ. Шел те, вĕсене пурне те çитĕнтерсе, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларма ĕлкĕреймен - пĕрин хыççăн тепри çĕре кĕнĕ.

Тимофеевсен ачисем маттур. Иккĕмĕш хĕрĕ Ирина шкулта вĕреннĕ чухнех ĕне сăвакан операторсен тупăшăвне хутшăннă. Районта çеç мар, республика шайĕнче иртнĕ конкурсра та çамрăксен хушшинче пĕрремĕш вырăна тухнă. Çавна май вăл ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Халĕ Ирина çемьеллĕ. Мăшăрĕпе Анатолипе икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Арăмĕпе упăшки çĕр улми кăларакан комбайнпа ĕçлеççĕ: пĕри - руль умĕнче, тепри - унăн пулăшуçи.

- Инкек куçа курăнса килмест тени тĕрĕсех. Качча тухсан иккĕмĕш кунхине шăллăм пурнăçран уйрăлчĕ. Туйра ташласа-юрласа савăнтăмăр кăна, ун хыççăнах йĕмелле пулса тухрĕ. Коля 15 çул та тултараймарĕ. Йывăр чире пула пирĕнтен яланлăхах уйрăлчĕ. Çывăх çыннăмсемшĕн те, пирĕншĕн те çакă пысăк çухату. Анне çав тери кулянчĕ, чĕрепе аптăраканскер хуйха тÿсеймерĕ - уйăхранах куçне ĕмĕрлĕхех хупрĕ. Çывăх çыннăмăра юлашки çула ăсатрăмăр. Эрне ытла больницăра выртнăскер чунĕ тухнă кун аттене пĕрмай чĕннĕ. Анне пĕр тăвансене пулăшса пурăнма вĕрентетчĕ. “Пуррине - пĕрле, çуккине çурмалла пайлăр”, - тетчĕ. Пуçран хура тутăр каймарĕ. Çулталăкран атте çĕре кĕчĕ. Эпир хăр тăлăха юлтăмăр. Пĕр тăванăмсене ача çуртне илсе каяссине пĕлтерчĕç. Аслă аппа Татьяна вĕсене парса ямассине çирĕплетрĕ. Кукамай пулăшнипе йăмăксемпе шăллăмсене ютра çитĕнме памарăмăр. Аппа пурне те опекăна илчĕ, - каласа кăтартрĕ Ирина.

3 çултах тăлăха юлнăЛюдмила Николаевна çемьере пĕртен пĕр ача пулнă. Çавна май йышпа пурăнма ĕмĕтленнĕ. Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ кичем иртнĕ, никамран пулăшу ыйтайман. Халĕ унăн тĕпренчĕкĕсемпе савăнса пурăнмаллаччĕ, анчах шăпаран иртеймĕн.

Тимофеевсен виççĕмĕш ывăлĕ Анатолий тĕп хуламăрта тĕпленнĕ. Çитес вăхăтра вăл та çемьеленĕ. Алексей Самарта хĕсметре тăрать. Вăл çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă хыççăн тепĕр виçĕ çуллăха контракт мелĕпе юлнă. Каччă пĕр тăванĕсем патне çыру çырать, шăнкăравлать, отпуска килсе çÿрет, укçа-тенкĕпе пулăшать. Тепĕр хĕрĕ Наташа колледжра вĕренет. Чи кĕçĕннисем Маринăпа Володя шкулта ăс пухаççĕ. Хĕр пĕрчи 6 çулта чухне амăшĕсĕр тăрса юлнă. Халĕ вăл 6-мĕш класа çÿрет. Марина сăвă çырма юратать. Спорт мероприятийĕсене хастар хутшăнать. Вĕрентекенсем ăна мухтаççĕ. Вăл кил-тĕрĕшре те чылай ĕç тăвать. Каçхине ĕне сăвать. Килтисем ăна хуçалăха пăхма шанаççĕ. Çывăх çыннисем хĕр ача патне хушăран тĕлĕке те килеççĕ, нумаях пулмасть ашшĕ ăна ĕмкĕч тыттарса хăварнă.

Володя 3-мĕш класа çÿрет. Амăшĕ йывăррăн çуратнă ăна. Çитменнине, палăртнă вăхăтран маларах. Ача кĕтекен сасартăк чирленĕ. Унăн юн пусăмĕ 200-е çитнĕ. Чĕре айĕнчи тĕпренчĕке сиен кÿрес мар тесе тухтăрсем ăна вăхăтсăр çураттарнă. Пепке 6, 3 килограмм тайнă. 8-мĕш ачине çут тĕнче парнелекенскер нушаланнă. Пĕчĕкскерĕн алли хирĕннĕ, суран ĕмĕрлĕхе юлнă. Людмила Николаевнăн ачисем пурте пысăк çуралнă. Ирина 4, 5 килограмм тайнă, Марина - 5, 4. Тĕпренчĕксен шучĕ ÿссе пынăçемĕн виçи пысăкланнă. Эппин, хĕрарăма вĕсене 9 уйăх йăтса çÿреме çăмăл пулман.

Иккĕмĕш хĕрĕ Ирина тăван килĕнчен инçе пурăнмасть. Çавăнпа час-часах килсе çÿрет, пĕр тăванĕсене май килнĕ таран пулăшать. Тимофеевсемшĕн кукамăшĕ - амăшĕпе ашшĕ вырăнĕнче. 81 çул урлă каçнăскер чиперех çÿрет-ха. Пĕртен пĕр хĕрĕпе кĕрĕвне çухатнăскерĕн пуçне хуйхă шуратнă, мăнукĕсемшĕн вăл чунне пама хатĕр.

Кăкшăмран таврăнсан Тимофеевсем пирки чылайччен шухăшларăм. “Тăван тăварпа пиçнĕ”, - тени тĕрĕсех иккен. “Тăвăр пулсан та пĕрлех лайăх”, - теççĕ пĕр тăвансем. Ашшĕ-амăшĕ вĕрентнине ăша хывса пурăнаççĕ, пĕр-пĕриншĕн тĕрек пулма тăрăшаççĕ, йывăрлăхсене парăнтарса малаллах талпăнаççĕ. Мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхнĕскерсем пурнăçра хăйсен вырăнне тупаççех. Тĕнче ырă çынсемсĕр мар, вĕсен çулне уçакансем те пулĕç-ха.

Источник: "Çамрăксен хаçачĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика