Староатайский территориальный отдел администрации Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » В.Путин саламне тивĕçнĕ

04 июля 2012 г.

Пирĕн çĕр-шывра патшалăх аслă ăрури çынсене яланах хисеп тунă, сума сунă. Юлашки çулсенче кăна вăрçă ветеранĕсене самаях сумлă парнесемпе хавхалантарчĕç, уйрăм хваттерсемпе е пурăнмалли çуртсемпе, çăмăл автомашинăсемпе тивĕçтересси кал-кал пулса пырать. Çак çăмăллăхсен хисепĕ çулсеренех улшăнса, çĕнелсе пынине те палăртма кăмăллă.

Акă тата кăçалхи июнĕн 12-мĕшĕнчен вăя кĕме тытăннă тепĕр сăваплă ĕç пирки те каласа хăварар. Шăпах çак кунран пуçласа Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçин 90 çул тултарнă тата аслăрах ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене Владимир Путин Президентăн саламлă Çырăвĕпе чыслама тытăннă. Çак салама пирĕн районта пĕрремĕш Туканашри Марфа Андреевна Павлова тивĕçрĕ, иккĕмĕш – Анастасия Кузьминична Плисова (июлĕн 2-мĕшĕнче). Калас пулать, июль уйăхĕнче пирĕн тата ултă кинемей 90 çул тултарать, çитес вăхăтра вĕсем патне те Президент саламĕ çитĕ.

Эпир вара, район хыпарçин пин-пин вулаканĕ ячĕпе, Раççей Президенчĕн ăшă саламлă Çырăвне илме тивĕç пулнă ветерансене вăрăм кун-çул, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунатпăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика