Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кулă пурăнма пулăшать

23 октября 2012 г.

“Айтăр пĕр-пĕрне ырă сăмах кăна калар”, – пĕр поэт çапла калани аса килчĕ паян урампа утнă чухне.
Çанталăк хура кĕркунне енне сулăннă май йывăçсем çаралса пĕтнĕпе пĕрехчĕ. Сарă хĕвел тĕксĕм пĕлĕтсем айне пытаннă. Хушăран сивĕ çил вĕрет, çумăр та пĕрĕхкелесе илет. Хирĕç иртсе каякан çынсем те темшĕн пурте сÿрĕк сăн-питлĕ.
–Анне, кил кунта, ярăнмалли нумай, – илтĕнсе кайрĕ хаваслă сасă ача паркĕ умĕнче.
Кĕрхи çанталăк пек ĕсĕклекен чунăма ăшă хĕвел пайăрки кĕнĕн туйăнчĕ. Урасем хăйсемех хаваслă сасă еннелле илсе кайрĕç.
Кĕçĕн классенче вĕренекенсен уроксем пĕтнĕ пулас та, ушкăнпах кĕнĕ Тăвайри ача-пăча паркне. “Сывлăх сунатăп ачасем, ярăнма килтĕр-и?“ – хаваслăн калаçрăм ачасемпе. “Аха, аппа”, – пулчĕ кĕске хурав. Ют çынпа калаçасшăнах пулмарĕç çамрăксем. Вĕсен хăйсен тĕнчи, савăнăçĕ. Тĕрлĕ чуччупа улшăна-улшăна ярăнаççĕ хайхискерсем, ахăлтатса кулса илеççĕ хушăран. Вĕсем хушшинче çур сехет кăна çÿрерĕм. Салху туйăм хуçаланакан чунăма хаваслăх сăрхăнса кĕчĕ-кĕчех.
Ача-пăча паркĕнчен çĕкленÿллĕ кăмăлпа тухрăм. Хирĕç тивĕçлĕ канури учительница утать. “Сывлăх сунатăп, чиперленсех пыратăр эсир,” – терĕм. “Тавах, ăшă сăмахăршăн”, – ырă сунса иртсе кайрĕ хĕрарăм. Унăн пит-куçĕнче хĕвел шевли йăлкăшса илнĕн туйăнчĕ. Сăмах çынна вăй кĕртме те, хурлантарма та пултарать. “Телей çук”, – тесе кулянать чылайшĕ. Ку туйăм пирĕнтен хамăртан килет. Савăнăçлă тата хаваслă çÿреме вĕренер. Кулă сывлăха çирĕплетет, пурăнма хавхалантарать.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика