Сирмапосинское сельское поселение Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл Берлина çитнĕ

04 октября 2012 г.

Çĕр­пÿ ра­йо­нĕн­чи Пу­шар пуç ялĕн­че 1915 çул­та çу­рал­нă Ар­се­ний Ильин учи­тель дип­лом­не ал­ла ил­сен пи­рĕн ял­ти шку­ла ĕç­ле­ме ки­лет.

Çав вă­хăт­ри Ро­ман Ва­сильев, Ва­си­лий Лав­рентьев, Ва­си­лий Ва­сильев­па вĕ­сем хă­вăрт тус­ла­шаç­çĕ. Вă­хăт­не тĕ­рĕс йĕр­ке­лес шухăш­па çам­рăк­сем тем те пĕр йĕр­ке­леç­çĕ: ком­со­мол ячей­ки­не çи­рĕп­ле­тес, ха­лă­ха спек­такль­пе са­вăн­та­рас, яла ра­дио кĕр­тес, ву­лав çурт­не илем­ле­тес шухăш­па мĕн кă­на ту­ман-­ши вĕ­сем! Шкул ер­тÿ­çи пул­са ĕç­ле­кен Ус­ти­ния Д­мит­риев­на  та çак пу­çа­ру­сен­чен юл­ман. Те­пĕр ви­çĕ çул­тан çам­рăк­сем çемье çа­вă­раç­çĕ. 1941 çул­хи ию­нĕн 22-­мĕшĕ çак мă­шă­ра вăрах­лă­ха уйă­рать.

Сал­так тум­не тă­хăн­нă Ар­се­ний  ко­ман­дир­сен шку­лĕн­чен вĕ­рен­се ту­хать. 1942 çул­хи де­кабрь уйă­хĕн­че кĕ­çĕн лей­те­нант, çы­хă­ну вз­во­чĕн ко­ман­ди­рĕ, Ста­рая Рус­са ху­ла çы­вă­хĕн­чи мал­тан­хи çа­пă­çă­ва ле­кет, Ук­раи­на, Бе­ло­рус­си, Поль­ша çĕ­рĕ­сем ур­лă каç­са  Бер­ли­на çи­тет. Ас­лă лей­те­нант икĕ хут­чен  Тă­ван çĕр­шы­вăн Ас­лă вăр­çин,   пĕр хут­чен Хĕр­лĕ Çăл­тăр ор­де­нĕ­се­не та­та ул­тă ме­да­ле ил­ме ти­вĕç пу­лать.

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
д.Чиршкасы, ул.11-ой Пятилетки, д.1
Телефон: 8(83540) 2-11-82
Факс: (83540) 2-48-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика