Сирмапосинское сельское поселение Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ар­çын ал­ли

07 сентября 2012 г.

Шу­паш­каръен Ку­ли­би­нĕ

Раç­çей ма­ши­ност­рои­те­лĕ­сен ку­нĕ тĕл­не «Т­рак­тор ис­то­ри­йĕн нау­ка-­тех­ни­ка му­зе­йĕн» ни­кĕ­сĕ çин­че изоб­ре­та­тель­се­не, ра­цио­на­ли­за­тор­се­не, уче­нăй­се­не, ин­же­нер­па тех­ни­ка, предп­рия­ти ĕç­че­нĕ­се­не хав­ха­лан­та­рас тĕл­лев­пе «Т­рак­тор за­во­чĕ­сем» Кон­церн» кор­по­ра­тив­лă уп­рав­ле­ни ком­па­ни­йĕ» «XXI ĕмĕр­ти Ку­ли­бин» ку­рав-­кон­курс ирт­те­рет. Ун­та тĕр­лĕ ре­гион­ри ăс­та­сем хăй­сем тĕл­лĕн ăс­та­ла­нă трак­тор тех­ни­кин тĕс­лĕ­хĕ­сем пу­лаç­çĕ. Кă­çал­хи­пе 3-­мĕш хут ир­тет çак кон­курс. Пĕл­тĕр­хи тех­ни­ка ăс-­ха­кă­лĕн ăмăр­тă­вĕ ну­май ра­цио­на­ли­за­тор­сем­пе изоб­ре­та­тель­се­не пух­рĕ çав ку­ра­ва.

Шу­паш­кар ра­йо­нĕн чыс­не ун­та кă­çал Ик­кас­син­че пу­рă­на­кан Ва­ле­рий Алек­санд­ров хÿ­тĕ­лет (­сă­мах май, пĕл­тĕр те вăл хăй ал­ли­пе ăс­та­ла­нă тех­ни­ка тă­рат­нă çак ку­ра­ва). Эпир  ву­ла­кан­се­не мал­тан ун­па та­та вăл ăс­та­ла­нă тех­ни­кă­па пал­лаш­та­рас те­рĕ­мĕр.

Каç та пул­чĕ, тĕт­тĕм­лен­чĕ... Эпир Ик­кас­си ялĕн­че Ва­ле­рий Ви­талье­ви­ча кĕ­тет­пĕр. Хи­ре-­хи­рĕç пăх­са ла­ра­кан икĕ çурт­ра аш­шĕ­пе ывă­лĕн çемйи пу­рă­нать. Вăл ăç­та пу­рăн­ни­не ял çын­ни­сен­чен ыйт­са пĕл­нĕ чух­не пи­ре çап­ла ху­рав­ла­рĕç: «П­ра­пор­щик Ви­та­лий ывă­лĕ Ва­ле­рий кир­лĕ-и? Ав çа­вăн­та пу­рă­нать. Пра­пор­щик Ви­та­ли­й – аш­шĕ. Унăн кил-­çур­чĕ хи­рĕ­çех ла­рать».

Мĕн­шĕн «п­ра­пор­щик» те­се ка­лаç­çĕ-­ши ку­се­не, мĕн­шĕн пĕр пал­лă хай­лав­ри пек «Ма­ши­на Ива­нĕ» мар-­ши? Ку вăрт­тăн­лă­ха амă­шĕн­чен ыйт­са пĕл­тĕ­мĕр. «Аш­шĕ çар­та пра­пор­щик пул­са слу­жить ту­нă, – ăн­лан­тар­чĕ пи­ре Еле­на Алек­санд­ров­на. – Тех­ни­кă­па ап­па­ла­нас­си ва­ра – мĕн ача­ра­нах. Пĕ­чĕкк­ĕ чух­не тет­те­сем хăй ал­ли­пе ăс­та­лат­чĕ, ÿсе­рех­пе ра­диот­ран­зис­тор ту­рĕ. Халь, акă мо­тоб­лок, трак­тор пуç­тар­чĕ. Аш­шĕ ва­ра те­пĕр чух­не: «Эх! Еп­ле чу­нĕ чă­тать! Си­вĕ­ре ку­нĕ­пе га­раж­ра ти­мĕр-­тă­мăр ăшĕн­че...» – тет. Хĕ­ле кĕр­сен трак­тор­а па­йăн-­па­йăн са­ла­тать те та­сат­са, кив­ви­не юса­са çур­кун­не­не йăлт çĕ­нĕ­рен пуç­та­рать. Ун­па су­ха та тă­вать пах­ча­ра, çĕр ул­ми те лар­тать, ана çы­рать, кă­ла­рать, кил­ти пĕ­тĕм ĕçе пур­нăç­лать, кÿр­шĕ-ар­ша та та пу­лă­шать».

Ма­нăн ĕн­тĕ ку трак­то­ра пи­тĕ ку­рас ки­ле­кен пул­чĕ, ан­чах та вăл – га­раж­ра, çă­ра­па пи­тĕр­се ил­нĕ. «Те­пĕр çур се­хет­рен  çи­тет, çул çин­че халь», –  те­се пĕл­тер­чĕ амă­шĕ ывă­лĕ­пе те­ле­фон­па ка­лаç­нă хыç­çăн.

Шу­паш­каръен Ку­ли­би­нĕ тех­ни­кă­на юра­тас­лăх­не ăç­тан ил­нĕ-­ха?

«Ва­ле­ри йăлт ку­каш­шĕ­не хыв­нă. Ма­нăн ат­те ал ĕç­не ăс­та çынч­чĕ, – ка­ла­са па­рать Еле­на Алек­санд­ров­на ма­лал­ла. – Кат­ка-­пич­ке, ура­па-­çу­на ту­ма ăс­тач­чĕ, пÿрт ларт­ма, кă­ма­ка ту­ма çÿ­ре­нĕ. Хĕл­ле ва­ра ма­ши­ни­не йă­тат­чĕ те кил тă­рăх кĕ­рĕк çĕ­ле­ме тух­са каят­чĕ».

А­кă, ку­ли­бин­сем çемйи­пех кил­се çит­рĕç. Мĕн­шĕн çап­ла ка­ла­тăп? Ма­ши­нă­ран чи мал­тан улт­тă­ри сар çÿç­лĕ хĕ­ра­ча сик­се тух­рĕ те пи­рĕн тав­ра юла пек чуп­ка­ла­ма пуç­ла­рĕ. «Ах, тур, чĕ­рĕ ку ача, аш­шĕ пе­кех пуль», – те­се шу­хăш­ла­са ил­тĕм. Мĕн те­тĕр эсир? Аш­шĕ трак­тор га­раж­не уç­сан вăл тÿ­рех ун­та чуп­са кĕр­се кай­рĕ, мо­тоб­ло­ка хус­кат­ма пи­кен­чĕ, трак­тор çи­не хă­пар­са кай­рĕ, хăй пĕр­маях «ат­те» те­се çеç тă­рать.

Га­раж­ра ла­ра­кан трак­тор тап­са тур­та­кан хур­çă ут пул­ни тÿ­рех пал­лă. Юна­ша­рах плуг, те­леж­ка, кран евĕр ст­ре­ла та­та ковш выр­таç­çĕ. Вĕ­се­не Ва­ле­рий Ви­талье­вич хăй ту­нă ик­кен. Ху­çа­лăх­ра пур­те кир­лĕ, мо­тоб­лок­а та хăй ал­ли­пех пуç­тар­нă вăл. Кра­н кил­те çурт-­йĕр ту­нă чух­не пĕ­ре­не, ст­рой­ма­те­риал йăт­ма кир­лĕ, пал­лах. Сă­мах май, Алек­санд­ров­сем ну­май пул­масть çĕ­нĕ çурт-­йĕр çа­вăр­нă. Кир­пĕч сте­на­на çеç ятар­ла­са тыт­нă ст­рои­тель­сем хă­парт­нă, ыт­ти са­рай-­га­раж­не, мун­чи­не, хап­хи­не, пÿрт çи ви­тти­не кил ху­çи йăл­тах хăй ал­ли­пе ту­нă.

Тĕ­рĕс­си­пе ка­ла­сан, ырă ху­çа, чăн-­чăн ар­çын çап­ла пул­мал­ла та. Арă­мĕн ва­ра ăна ыр­ла­са тă­ма çеç ман­мал­ла мар, сив сă­мах­па кă­мăл­не ĕç­рен си­вĕт­мел­ле мар.

«Ат­те, ку зап­часть са­на кир­лĕ пу­лать вĕт, те­се йăт­са пы­рать ун пат­не урам­ра мĕн те пу­лин ти­мĕр тат­ки кур­сан хĕ­рĕм Та­ня, – ку­ла-­ку­ла ка­ла­са па­рать На­талья мă­шă­рĕ, – Аш­шĕ çу­мĕн­чен хăп­ма пĕл­мест. Хам та хав­ха­лан­тар­сах тă­ра­тăп. Те­пĕр чух­не апат çи­ме те, çы­вăр­ма та ман­са каять, çур­ çĕр ир­тич­че­нех га­ражра ап­па­ла­нать, çы­вăр­ма пÿр­те кĕр-­ха хуть», – те­се тух­са чĕ­не­тĕп ва­ра».

«Ку трак­то­ра тă­вас шу­хăш çа­пах та еп­ле çу­рал­чĕ?» те­се ыйт­сан Ва­ле­рий Ви­талье­вич çап­ла ху­рав­ла­рĕ: «Кил­ти ĕçе çă­мăл­ла­тас те­се, ат­ту еп­ле-­ха? Çур­кун­не пах­ча су­ха­ла­мал­ла, трак­тор çук. Кол­хоз­сем пĕт­рĕç те трак­тор­сем те пах­ча су­ха­ла­ма кил­ме пă­рах­рĕç. Ту­ха­тăн та ва­ра ура­ма хăл­ха тă­рат­са ит­ле­тĕн: хăш ен­че трак­тор сас­си пур-­ши? Ва­ра çа­вăн­тал­ла ут­та­ра­тăн, шы­ра­са туп­са ÿкĕт­ле­се ил­се ки­ле­йĕн-и, çук-и – ку кал­лех ик­кĕ­ле­нÿл­лĕ. Хам тыт­са тă­вас те­рĕм ва­ра. Халь ĕн­тĕ, кир­лĕ пул­сан, хус­ка­та­тăп та – ту­ха­тăп пах­ча­на. Ни­ка­ма та ÿкĕт­ле­се çÿ­ре­мел­ле мар. Мăн трак­тор пе­кех ĕç­лет».

Çап­ла, ар­çын ал­ли çи­рĕп ку ху­çа­лăх­ра, хĕ­ра­рăм ал­ли те тир­пей­лĕ ик­кен. Пах­ча­ра лап­пăш­пех илем­лĕ че­чек­сем ÿсеç­çĕ, ку­çа са­вăн­та­раç­çĕ...

 

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
д.Чиршкасы, ул.11-ой Пятилетки, д.1
Телефон: 8(83540) 2-11-82
Факс: (83540) 2-48-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика