Сирмапосинское сельское поселение Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ш­кул, эсĕ пи­ре кĕ­те­тĕн-и?

07 сентября 2012 г.

 Шă­мат кун, сен­тяб­рĕн пĕр­ре­мĕ­шĕн­че, ача­сем­шĕн пĕр­ре­мĕш шăн­кă­рав янă­ра­рĕ

Çĕ­нĕ вĕ­ре­нÿ çу­лĕн пĕр­ре­мĕш кун­не хĕвел хă­йĕн ăш­ши­пе са­вăн­тар­ма­рĕ. Ир­тен­пех йĕ­пе-­са­па çан­та­лăк тă­чĕ, йĕр­мĕш çу­мăр тум­ла­рĕ. Эпир Ик­кас­син­чи тĕп пĕ­лÿ па­ра­кан шку­ла çит­рĕ­мĕр. Çак пĕр хут­лă çур­тăн алăк­не уç­са­нах хит­ре тум­лан­нă, ал­ли­се­не че­чек çых­хи­сем тыт­нă ха­вас­лă ача­сем куç ум­не пул­чĕç. Вĕ­сен чĕ­вĕл-­чĕ­вĕл сас­си, та­са йăл кул­ли çу­мăр­лă çан­та­лăк хыç­çăн тин çеç тух­нă хĕвел евĕр пĕ­тĕм чун-­чĕ­ре­не са­вăк ту­йăм­па тул­тар­чĕ. Çак са­мант­ра ирĕк­сĕ­рех хă­вăн шкул­ти пур­нăçа аса иле­тĕн. Еп­ле ха­вас­лă вă­хăт ик­кен вăл! Шкул ко­ри­до­рĕ­се­не ун­та та кун­та аса­мат кĕ­пе­рĕ евĕр тĕр­лĕ тĕс­лĕ шар­сем­пе илем­лет­нĕ. Ко­ри­дор­ти сте­на­се­не вĕ­ре­нÿ çу­лĕ пуç­лан­ни­не ха­лал­ла­са пла­кат­сем çак­нă.

Пи­ре шкул ди­рек­то­рĕ Алек­сандр В­ла­ди­ми­ров ăш­шăн кĕт­се ил­чĕ. «Пĕл­тĕр кун­та 35 ача вĕ­рен­чĕ, кă­ла­рăм та пул­ма­рĕ, кă­çал ва­ра пĕ­лÿ пу­ха­кан­сем – вă­тăр тăх­хă­рăн. Вĕ­сен­чен пил­лĕк­ĕ­шĕ – 9-­мĕш, тă­ват­тă­шĕ 1-­мĕш класс ачи­сем. 2008 çул­та вĕ­ре­не­кен­се­не вĕ­рен­тÿ­пе вос­пи­та­ни па­рас ĕç­ри ăнă­çу­сем­шĕн шкул Иван Яков­ле­вич Яков­лев ме­даль­не ил­ме ти­вĕç­рĕ», – те­се ка­лаç­рĕ Алек­сандр Ви­талье­вич хăй­сен шку­лĕ­пе пал­лаш­тар­нă май. Вĕ­ре­нÿ çу­лĕ умĕн шкул­та юсав ĕçĕ­се­не ирт­тер­нĕ: сте­на­на шту­ка­тур­ка ту­нă, урай­се­не сăр­ла­нă. Пал­лах, ача шут­не ил­сен (ш­кул­се­не вĕ­ре­не­кен шут­не ку­ра ук­çа-­тен­кĕ уйр­са па­раç­çĕ) кă­на ту­ма çă­мă­лах мар. Çул­ла прак­ти­ка вă­хă­тĕн­че ача­сем те алă ус­са лар­маç­çĕ: шкул тер­ри­то­ри­не че­чек­сем­пе илем­ле­теç­çĕ, пах­ча ­çи­мĕç ларт­са ÿс­те­реç­çĕ. Çа­вăн­па пу­лĕ шкул сто­ло­вă­йĕн­че йÿ­нĕ хак­па апат­лан­ма пу­лать, пĕр кун­шăн ву­нă тен­кĕ çеç тÿ­ле­мел­ле вĕ­сен.

Шкул­сен­че вĕ­рен­те­кен­сем çит­сех кай­ман­ни вăрт­тăн­лăх мар ĕн­тĕ. Ик­кас­си шкул ачи­се­не 10 пе­да­гог ăс, вос­пи­та­ни па­нă ĕç­ре вăй ху­рать. Акă, çĕ­нĕ вĕ­ре­нÿ çу­лĕ умĕн икĕ кун ма­ла­рах пуç­ла­мăш класс учи­те­лĕ ĕç­рен тух­са кай­ни пă­шăр­хан­та­рать шкул ди­рек­тор­не. «Э­сир тем­шĕн пит ир заяв­ле­ни çыр­ма кил­нĕ. Ыт­ла­рах чух­не авгус­тăн 31-­мĕ­шĕн­че ĕç­рен тух­са кай­ни çин­чен пĕл­те­ре­кенч­чĕ учи­тель­сем», – те­ме çеç пул­тар­нă вăл. Пуç­лăх­шăн çак кĕт­мен­лĕх, ап­ла пу­лин те вăл сен­тяб­рĕн 1-­мĕ­шĕ тĕл­не çак ый­тă­ва тат­са па­ма май çи­тер­нĕ.

Ик­кас­си шку­лĕн сте­ни­сем çин­че çа­кăн­са тă­ра­кан сăн ÿкер­чĕк­сен­че шку­лăн пуян ис­то­ри­йĕ па­лă­рать. Кун­тан ти­вĕç­лĕ пĕ­лÿ ил­се пин-­пин çам­рăк вĕ­рен­се тух­нă: И.Я. Яков­лев, бук­варь ав­то­рĕ Е.З. За­ха­ров (Ма­ден), Ф.П. Пав­лов та­та ыт­ти­сем.

Кĕт­мен çĕр­тен пу­шар тух­ни­не сис­те­ре­кен сиг­нал ян­ра­са кай­рĕ. Пур­те ту­лал­ла вас­ка­рĕç. Мĕ­нех, план­па па­лăрт­нă вă­хăт­ра тух­ма пул­тар­чĕç. Эп­пин, шкул хă­руш­сăр­лă­хĕ кир­лĕ шай­ра. Ку хăй­не май­лă вĕ­рен­тÿ пул­чĕ.

А­кă, ти­нех кĕт­нĕ са­мант çит­рĕ. Спорт за­лĕн­че уяв ячĕ­пе ли­ней­ка пуç­лан­чĕ. Пĕр­ре­мĕш кла­са кая­кан­се­не тăх­хăр­мĕш класс ачи­сем алă­ран çа­вăт­са кĕ­чĕç. Шкул ди­рек­то­рĕ пе­да­гог­сен кол­лек­тив­не, ача­сем­пе вĕ­сен аш­шĕ-а­мă­шне та­та кил­нĕ хă­на­се­не çĕ­нĕ вĕ­ре­нÿ çулĕ пуç­лан­нă ят­па са­лам­ла­рĕ, ирт­нĕ вĕ­ре­нÿ çу­лĕн пĕтĕмлетĕвĕ­сем­пе пал­лаш­тар­чĕ, вĕ­рен­ме­сен вĕ­рен те явай­мăн те­кен ка­ла­рă­ша аса ил­се пур­нăç­ра еп­ле пул­са ту­хас­си ха­мăр­тан кил­ни­не çи­рĕп­лет­се хă­вар­чĕ. Ик­кас­си шку­лĕн­че ача са­хал пул­нă май каш­ни вĕ­ре­не­кен­пе уй­рăм­мăн ĕç­ле­ни­не па­лăрт­рĕ. Çа­вăн­па пу­лĕ ыт­ла­ра­хă­шĕ «4» та­та «5» пал­лă­па вĕ­рен­се ра­йон, рес­пуб­ли­ка та­та çĕр­шыв ша­йĕн­че ир­те­кен тĕр­лĕ ăмăр­тăва хастар хут­шă­нать. Пĕ­тĕм Раç­çе­йĕ­пе ир­те­кен тĕн­че­ри ÿнер куль­ту­рин ис­то­ри­йĕ­пе çы­хăн­нă «Зо­ло­тое Ру­но» ăмăр­ту­ра Конс­тан­тин Ива­нов 1-­мĕш вы­рăн йы­шăн­нă, ыт­ти кон­курс­ра вĕ­ре­не­кен­сем ыт­ла­рах чух­не 8-­мĕш­пе 9-­мĕш вы­рăн­сем йы­шă­наç­çĕ (2012 çул­та вы­рăс чĕл­хи­пе та­та ма­те­ма­ти­кă­па ирт­нĕ «Аль­бус» кон­курс). Тĕп шкул­шăн ку та хăй­не май­лă пы­сăк çи­тĕ­нÿ.

Пĕр­ре­мĕш класс ачи­сем пăл­хан­чĕç пу­лин те сă­вă­сем ву­ла­са па­ма пул­та­р­чĕç. На­деж­да Смир­но­ва пĕр­ре­мĕш учи­те­ль вĕ­се­не шкул пур­нăç­не пуç­ла­нă ят­па са­лам­ла­рĕ, ăнă­çу сун­чĕ. Чă­ваш Рес­пуб­ли­кин Ин­фор­ма­ци по­ли­ти­кин та­та мас­сăл­лă ком­му­ни­ка­ци­сен ми­нис­терст­вин «Тă­ван Ен» ха­çат ре­дак­ци­йĕ» Чă­ваш Рес­пуб­ли­кин хăй ты­тăм­лă уч­реж­де­ни­йĕн сайт ре­дак­то­рĕ Татья­на Ва­шур­ки­на та са­лам сă­ма­хĕ­сем ка­ла­рĕ. Çа­кăн хыç­çăн 9-­мĕш клас­ра вĕ­ре­не­кен Сер­гей Ва­сильев Ка­ри­на Сте­па­но­вă­на, пĕр­ре­мĕш класс вĕ­ре­не­кен­не, хă­йĕн хул пуç­çи­йĕ çи­не йăт­са ларт­рĕ. Чи­пер хĕр пĕр­чи пĕр­ре­мĕш уро­ка йых­рав­ла­са шăн­кă­ра­в шăн­кăр­тат­тар­чĕ. Пур­те ха­вас­лă ту­йăм­па клас­се­не са­лан­чĕç.

Çак кун ра­йон ад­ми­нист­ра­ци­йĕн пуç­лă­хĕ Геор­гий Его­ров, ра­йон пуç­лă­хĕ Вя­чес­лав Ра­фи­нов, ыт­ти пуç­лăх та шкул ачи­се­не са­лам­ла­са çĕ­нĕ вĕ­ре­нÿ çул­не ăнăç­лă вĕç­ле­ме сун­чĕç.

Кăштах историрен

Ик­кас­си шку­лĕ Чă­ваш Рес­пуб­ли­кин­чи пĕр­ре­мĕш шкул­сен шу­тĕн­че. Ăна 1861 çул­та ноябрь уйă­хĕн­че уç­нă. 1896–1900 çул­сен­че И.Я. Яков­лев, чă­ваш ха­лăх­не çут­та кă­ла­ра­ка­нĕ, тă­рăш­ни­пе шку­лăн çĕ­нĕ çурт­не хă­парт­нă. 1901 çул­хи ок­тябрь уйă­хĕн­че ун­та за­ня­ти­сем пуç­лан­нă. Су­хăр юх­тар­ман йы­вăç пĕ­ре­не­сен­чен ту­нăс­кер паян­хи кунч­чен те сых­лан­са юл­нă вăл. Сă­мах май, ун­ти чÿ­ре­че ра­ми­се­не Чĕм­пĕр чă­ваш шку­лĕн­чи вĕ­ре­не­кен­сем ăс­та­ла­нă пул­нă. Ха­лĕ çак çур­та ял по­се­ле­ни­не па­нă.  Унăн ма­лаш­лă­хĕ халь­лĕ­хе пал­лă мар-­ха. 1974 çул­та икĕ хут­лă кир­пĕч çурт ку­па­ла­нă, 2001 çул­та ва­ра ăна ре­конст­рук­ци­ле­се пĕр хут­лă ту­нă.

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
д.Чиршкасы, ул.11-ой Пятилетки, д.1
Телефон: 8(83540) 2-11-82
Факс: (83540) 2-48-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика