Сирмапосинское сельское поселение Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ла­йăх ар­çын­па пу­рăн­са çын пул­тăм»

31 августа 2012 г.

Ко­леш­ша ялĕн­че çу­рал­са ÿс­нĕ Ан­то­ни­на Ива­нов­а паян Чă­рăш­кас­син­че пу­рă­нать. Сă­мах вак­ла­ма юра­та­кан 88 çул­ти хĕ­ра­рăм çи­не пă­ха­тăн та тĕ­лĕ­не­тĕн – çи­рĕп-­ха вăл ха­лĕ те, куç­ри хĕ­ра­рăм хĕл­хе­мĕ те сÿн­мен. Ăрас­ка­лĕ ва­ра унăн çă­мăл пул­ман, шă­па ăна ав­нă та ав­нă, çа­пах ху­çай­ман.

С­те­на çин­чи çам­рăк чух­не­хи сăн ÿкер­чĕ­кĕ çи­не пă­ха­тăп та – еп­ле чер­чен илем­пе çиç­се тă­нă вăл! Паян Ан­то­ни­на Ива­нов­на ывă­лĕн çемйи­пе пĕр­ле кер­мен пек çурт­ра сар­ка­лан­са пу­рă­нать, ан­чах та Ан­то­ни­нăн ача­ра­нах хăр­хăм шă­пи­не тÿс­ме тив­нĕ...

Ик­кĕн çеç пÿрт­ре пуп­лет­пĕр. Сă­мах-ю­мах çăм­хи ва­ра йĕ­ке пек çав­рă­нать...

«Э­пĕ тăх­хăр­та чух­не Ге­на шăл­лăм­па ик­сĕ­мĕр апи­рен тă­лă­ха юл­тă­мăр. Вăл ача çу­рат­нă чух­не вил­чĕ. Ат­те ва­ра 1942 çул­та вăр­çă­ра пуç ху­чĕ. Эпир, ви­çĕ пĕр тă­ван, ама çу­ри ан­не­пе ÿс­рĕ­мĕр. Ахаль­тен ама çу­ри те­се ка­ла­ман çав ха­лăх­ра. Унăн хă­йĕн ачи­сем çук­чĕ. Кил­те эпир ĕне ус­рат­тă­мăр, ха­мăр çа­вăт­са çÿ­ре­се çи­тер­нĕ, ан­чах Хве­ту­ра пи­ре сĕт-­çу çи­тер­мест­чĕ. Шăл­лă­ма ти­мĕр кĕ­ре­çе­пе хĕ­не­ни­не ас тă­ва­тăп, çа­вăн­пах унăн хăл­хи илт­ми пул­чĕ. Зи­на йă­мă­ка та, ма­на та час-­ча­сах па­так лек­нĕ. Ас тă­ва­тăп, вун тă­ват­тă­ра чух­не ма­на ла­ша­па йă­лă­ма вут турт­тар­ма ячĕç. Вун пи­лĕк çу­ла çит­сен эпĕ Шу­паш­кар­ти элект­роап­па­ра­ту­ра за­во­дĕн­че ĕç­ле­ме пуç­ла­рăм, прес­сов­кă­ра ярап­лан де­та­лĕ­сем тă­ват­тăм, икĕ сме­на ĕç­лет­тĕм».

Вăр­çă ча­рăн­сан Ан­то­ни­на Чă­рăш­кас­си ял­не Ва­си­лий Алек­сее­ва кач­ча кил­нĕ. «На­чар çĕ­ре кач­ча тух­рăм çав, пÿрт тăр­рин­чен шыв юхат­чĕ, – ма­лал­ла аса илет Ан­то­ни­на Ива­нов­на. – Ман ар­çын пÿрт ларт­ма хă­ра­рĕ, вун тă­хăр çул пу­рăн­сан çă­мăл пур­нăç шы­ра­са Ка­захс­та­на тух­са кай­рĕ. Çул ук­çи ту­ма те­се ам­па­ра ват­са сут­са кай­рĕ. Эпĕ ва­ра пуш­шех ну­ша­на кĕр­се ÿк­рĕм, ви­çĕ ача­па тă­лă­ха тăр­са юл­тăм, икĕ ачи­не (ы­вăл­па хĕ­ре) вăл хăй­пе пĕр­ле ил­се кай­рĕ. Ывă­лăм кай­ран каял­ла хам па­тах тав­рăн­чĕ, Шу­паш­кар­та ĕç­ле­се пу­рăн­чĕ, ан­чах тем­шĕн чир­ле­се кай­рĕ те ча­хот­кă­па вил­чĕ. Лю­ба ва­ра ха­лĕ те Ка­захс­тан­ра пу­рă­нать. Пĕл­тĕр вăл ма­на кур­ма кил­се кай­рĕ. Ма­ла­рах çы­ру та янăч­чĕ. Пĕр мă­нук пур ма­нăн ун­ран.

Пă­рах­са тух­са кай­нă упăш­кам ул­тă çул ирт­сен кур­ма кил­се кай­рĕ, ан­чах та пи­рĕн çул­сем тек пĕр­леш­ме­рĕç ĕн­тĕ...»

Ан­то­ни­на хă­йĕн ирт­нĕ ну­шал­лă ку­нĕ­се­не куç­çуль­лен­ме­сĕр аса илей­мест паян. Ăрас­ка­лĕ еп­ле пул­нă-­ха унăн ма­лал­ла?

«Э­пĕ Ми­ку­лай Д­мит­риев­па çы­вăх­лан­тăм. Чă­нах та, мат­тур ар­çын пул­чĕ вăл. Арăм­не те пă­рах­ма­рĕ, ман­па та ла­йăх пу­рăн­чĕ. Çи­рĕм çул пĕр­ле пу­рăн­тă­мăр çап­ла, эпĕ ун­ран та­та ви­çĕ ача çу­рат­рăм. Вăл пи­ре ла­йăх çурт ларт­са па­чĕ. Арă­мĕ­пе те пĕр­ле ĕç­се-­çи­нĕ, ят­лаç­ман, ки­лĕш­тер­се пу­рăн­нă. Çав ла­йăх ар­çын­па пу­рăн­са хам та çын пул­тăм. Ун­ран çу­рат­нă Ко­ля ывăл ва­ра кай­ран икĕ хут­лă çурт ларт­рĕ. Еп­ле кер­мен­ре пу­рă­на­тăп эпĕ халь!..» Ну­шал­лă çи­тĕн­нĕ пул­сан та эпир вă­рăм ĕмĕр­лĕ пул­тă­мăр, – сă­мах­не ма­лал­ла тă­сать Ан­то­ни­на Ива­но­ва. – Хам пур­нăç­ра ху­ра-­шур­не пай­тах кур­нă, ват­лăх­ра халь еп­ле ла­йăх пу­рă­на­тăп! Çук­шăн ку­лян­мас­тăп, пур­шăн хуй­хăр­мас­тăп. Кил­ти ĕç пат­не ха­лĕ те алă пы­рать-­ха, пĕл­тĕрч­че­нех утă çул­нă. Тĕ­лĕн­мел­ле ĕç пул­са ирт­рĕ та­та ну­маях пул­масть. Ма­нăн ик­кĕ­мĕш ар­çын­ран çу­рал­нă Ко­ля ывă­лăм ну­маях пул­масть унăн мал­тан­хи арă­мĕн ывă­лĕн (Ми­ку­ла­йăн) мă­ну­кĕ­пе тĕл пул­чĕ. «Са­вăн­са кĕт­се ил­чĕç», – те­се ка­ла­са па­чĕ кай­ран».

Ан­то­ни­на Шу­паш­кар­тан яла тав­рăн­сан ĕмĕ­рĕ­пех Куй­бы­шев ячĕл­лĕ кол­хоз­ра дояр­кă­ра вăй ху­нă. Ĕç­чен чă­ваш хĕ­ра­рăм­не Хи­сеп гра­мо­ти­сем­пе, Тав ху­чĕ­сем­пе пай­тах наг­ра­дă­ла­нă, пре­ми­сем па­нă, ти­вĕç­лĕ ка­нă­ва тух­нă чух­не ва­ра «Ĕç ве­те­ра­нĕ», «1941-1945 çул­сен­чи Тă­ван çĕр­шы­вăн Ас­лă вăр­çи вă­хă­тĕн­че хас­тар ĕç­ле­нĕ­шĕн», «Тă­ван çĕр­шы­вăн ас­лă вăр­çин­че çĕн­тер­нĕ­рен­пе 50 çул çит­нĕ ят­па» ме­даль­сем­пе, «СССР Вер­хов­нăй Сове­чĕн Пре­зи­диу­мĕн» Хи­сеп гра­мо­ти­пе наг­ра­дă­ла­нă.

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
д.Чиршкасы, ул.11-ой Пятилетки, д.1
Телефон: 8(83540) 2-11-82
Факс: (83540) 2-48-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика