Сирмапосинское сельское поселение Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ха­мах ака­тăп, ха­мах вы­ра­тăп»

10 августа 2012 г.

Ра­йон­ти ял ху­çа­лăх предп­рия­ти­йĕ­сем выр­ма­на тух­рĕç

Ию­лĕн 28-­мĕ­шĕн­че – «Чу­ра­чикс­кое» ОАО, ию­лĕн 31-­мĕ­шĕн­че – «Оль­деевс­кая» Аг­ро­фир­ма», ав­гус­тăн 2-­мĕ­шĕн­че – Ле­нин ячĕл­лĕ СХПК-­кол­хоз, ав­гус­тăн 3-­мĕ­шĕн­че Куй­бы­шев ячĕл­лĕ СХПК-­кол­хоз та­та ыт­ти­сем кĕр­хи ту­лă ани çи­не тух­рĕç.

Пĕл­тĕр выр­ма­на ту­хич­чен çу­мăр кур­ман ана­сем ыл­тăн тĕс­лĕч­чĕ. Каш­ни пу­чах­не пĕ­ре­рĕн-­пĕ­ре­рĕн тыт­са ачаш­лас ки­лет­чĕ. Кă­çал ва­ра алăк умĕн­чен кай­ма пĕл­мен хă­на пек çу­мăр йă­лăх­тар­чĕ – ки­лет те çу­са каять, ки­лет те çу­са каять… Кĕр­хи ту­лă ани сăн­сăр ку­рă­нать, пу­ча­хĕ те пит шул­тă­рах мар, çа­пах та уй-­хир чу­хăн мар.

Чы­ла­йă­шĕн кĕр­кун­не ак­нă куль­ту­ра хĕл­ле­хи си­вĕ­пе шăн­нă, çур­кун­не те­пĕр хут ак­ни те пул­нă. «Оль­дее­вская» Аг­ро­фир­мă­ра та, Ле­нин ячĕл­лĕ СХПК-­кол­хоз­ра та, Куй­бы­шев ячĕл­лĕ ху­çа­лăх­ра та кĕр­хи ту­лă ту­хă­çĕ 1 гек­тар­тан 10 цент­не­ра яхăн е кăшт са­хал­рах та. «Чу­ра­чикс­кое» ОАО­ра ва­ра – 23 цент­нер ту­са илеç­çĕ. Çĕ­нĕ тех­но­ло­ги­сем­пе ан­лă усă ку­ра­кан çак ху­çа­лăх пур енĕ­пе те пи­тĕ ăн­тă­лул­лă. Вăл çам­рăк тиг­ра аса ил­те­рет, каял­ла çав­рăн­са пăх­ма­сăр вас­кав­лăн та хă­вăрт­тăн ма­лал­ла тал­пă­нать.

Ав­гус­тăн 5-­мĕ­шĕ тĕл­не асăн­нă ху­çа­лăх 250 гек­тар çин­чен 530 тон­на тĕш ты­рă çап­са ил­нĕ. Хир­те 4 ком­байн «ишет»: икĕ «Дон» та­та «По­лесье», «Е­ни­сей» ком­байн­сем. Вĕ­сем çин­че ну­май çул  çак ху­çа­лăх­ра тă­рă­ша­кан ком­бай­нер­сем – Анд­рей Мо­ро­зов, Ви­та­лий Ильин, Сер­гей Во­ло­дин, Ве­час­лав Конс­тан­ти­нов ĕç­леç­çĕ.

Çа­пах та Ев­ге­ний Ша­леев та кă­çал ты­рă йы­вăр, нÿ­рĕ пул­ни­не па­лăрт­рĕ. Ку ху­çа­лăх­ра тĕш ты­рă та­са­та­кан су­шил­ка талăкĕпех ĕç­лет. Эдуард Быч­ков ты­рă ти­пĕ­те­кен опе­ра­тор су­шил­ка çу­мĕн­чен хăп­масть, пи­ре аран ви­çĕ сă­мах­па ху­рав­ла­ма ĕл­кĕр­чĕ: «Э­пир Ан­дей Ма­тю­шов­па ул­шăн­са ĕç­лет­пĕр. Ты­рă кă­çал нÿ­рĕ­рех, су­шил­кă­на пĕр ча­рăн­ма­сăр ĕç­лет­те­рет­пĕр. Çав­на пу­ла со­ляр­ка ну­май рас­хут­ла­нать», – те­рĕ.

«Ту­са ил­нĕ тыр­ра сут­ма шу­хăш­ла­маст­пăр, йÿ­не каять, выльăх вал­ли хă­ва­рат­пăр, – тет Ев­ге­ний Фе­до­ро­вич. – Кă­çал 8,5 пин пуç выр­наç­ма­лăх сыс­на комп­лек­сĕ тă­ват­пăр». Ун­сăр пуç­не çак ху­çа­лăх­сен­че 600 пуç мăйракаллă шултăра  выльăх ус­раç­çĕ.

«Оль­деевс­кая» Аг­ро­фир­ма спе­циа­лис­чĕ Алек­сей Фе­до­тов ка­ла­нă тă­рăх, вĕ­сем 42 гек­тар çин­че – кĕр­хи ту­лă, 56 гек­тар çин­че сĕ­лĕ пух­са ил­нĕ. Ав­гус­тăн 7-­мĕ­шĕ тĕлне 161 гек­тар ур­па ани­не выр­са çап­ма пуç­ла­нă.

Э­пир Куй­бы­шев ячĕл­лĕ ху­çа­лăх­па тĕп­лĕн­рех пал­лаш­ма шут тыт­рă­мăр. 1200 гек­тар ака­кан çĕр вĕ­сен; чă­мăр­тан­са, тĕл­лев­лĕ ĕç­ле­ме пĕ­леç­çĕ. Ху­çа­лăх ер­тÿ­çи Ва­ле­рий Оси­пов час-­ча­сах тех­ни­ка штур­вал­не хăй ал­ли­не тыт­ма юра­тать. Ав­гус­тăн 6-­мĕ­шĕ тĕл­не кун­та 50 гек­тар çин­че ты­рă çап­са ил­нĕ. Халь­лĕ­хе хир­те 1 ком­байн çеç ĕç­лет-­ха. 700 гек­тар ыт­ла ак­нă кĕр­хи ту­лă пул­нă ху­çа­лă­хăн, хĕл­ле шăн­нă­ран 250 гек­тар­не çур­кун­не çĕ­нĕ­рен ак­ма тив­нĕ. «90 гек­тар­не вăр­лăх вал­ли выр­са илет­пĕр ĕн­тĕ», – тет кол­хоз ер­тÿ­çи Ва­ле­рий Ви­талье­вич. Унăн шкул­та вĕ­ре­не­кен ывă­лĕ те каш­ни çу­лах ка­ни­кул­та ком­бай­нер пу­лă­шу­çин­че тă­рă­шать.

Уй­ра ĕç са­маях-­ха. Эпир ва­ра ан­лă хи­ре ком­байн шыр­ма тух­са кай­рă­мăр. Апат вă­хă­чĕ пул­сан та Иван Пет­ров (сăн ÿкерчĕкре) ком­бай­нер тă­рăш­сах ĕç­лет ик­кен. Пи­ре кур­сан ча­рăн­чĕ, ха­вас­лăн алă сул­са хи­рĕç вас­ка­рĕ. Сă­мах пуç­лич­чен эпир унăн ĕç ка­би­ни­не кĕр­се кур­ма шут тыт­рă­мăр. Кун­та, пал­лах, ту­сан­лă та, шă­рăх та, çа­пах та çил­тен, çу­мăр­тан хÿ­тĕ­лен­ме пу­лать. Кă­çал­хи выр­ма ĕçĕ еп­ле пуç­лан­нă-­ха?

«Ма­нăн ĕç стажĕ – 19 çул. Вун пĕр­мĕш çул çак ком­байн­па ĕç­ле­тĕп, – ка­ла­са па­рать Иван Ива­но­вич. – Пал­лах, са­хал мар юса­ма тивет. Те­пĕр çул çĕ­нĕ ком­байн ил­се па­рас­са ша­на­тăп-­ха. Ыран те­пĕр ком­бай­нĕ те хи­ре тух­мал­ла, ва­ра ĕç хă­вăрт каять. Кун­не 6-7 бун­кер ты­рă тул­та­ра­тăп. Ту­хăç кă­çал на­чар­та­рах çав. Хĕл­ле мал­тан си­вĕ пул­чĕ, ун­тан тă­рук ăшăт­рĕ те пĕ­тĕм нÿ­рĕк юх­са кай­рĕ. Пĕл­тĕр ту­хăç пи­тĕ ла­йăх пул­нăч­чĕ. Çул­па çул пĕр пек мар».

«Ыт­ти çын­сем пек аяк­ри çĕр­се­не вă­рăм ук­çа шы­ра­ма тух­са каяс кил­мест-и?» те­се ыйт­сан вăл ялан­хил­лех ха­вас­сăн кул­са ячĕ те çап­ла ху­рав­ла­рĕ: «Э­пир кун­та ул­тă ме­ха­ни­за­тор ĕç­лет­пĕр. Эпир кай­сан кол­хозĕ те пĕ­тет. Ха­мах ака­тăп, ха­мах вы­ра­тăп».

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
д.Чиршкасы, ул.11-ой Пятилетки, д.1
Телефон: 8(83540) 2-11-82
Факс: (83540) 2-48-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика