Сирмапосинское сельское поселение Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А­лă ăс­ти­сем

10 августа 2012 г.

Ял ха­лă­хĕ  ĕлĕк­ре­нех алă ăс­ти­сем­пе па­лăр­са тă­нă. Хрес­че­нĕн пур япа­ла­на та хă­йĕн вă­йĕ­пе ту­ма тив­нĕ. Пи­рĕн урам­ра пу­рă­на­кан­сен хушшинче те­мĕн те ăс­та­ла­ма пĕ­ле­кен­сем пурч­чĕ.

Та­рас Оси­пов ла­ша ура­пи­не ăс­та­лат­чĕ. Лав­рен­тий Лав­рентьев та ун­ран юл­ман. Су­ха­ла­са-ак­са хă­вар­мал­ли ĕç ха­тĕ­рĕ­се­не ти­мĕр­тен те, йы­вăç­ран та ха­тĕр­ле­нĕ. Павел Крас­нов ла­ша çу­ни, кÿл­се-­тă­вар­мал­ли япа­ла­се­не ту­са па­нă. Вăр­çă çу­лĕ­сен­че Хĕр­лĕ Çар вал­ли ятар­ла­са çă­мăл çу­на­сем пуç­тар­нă. Ели­заве­та Анд­рее­ва­па Ефим Яков­лев пал­лă çĕ­вĕç­сем шут­лан­нă. Яков Ми­хай­лов пал­лă сад ăс­ти, тĕр­лĕ сорт­лă ул­ма-­çыр­ла йы­вăç­çи çи­тĕн­тер­нĕ. Се­мен Пет­ров кат­ка-­пич­ке ăс­та­ла­нă. Вăл су­рăх ти­рĕн­чен çĕ­ле­нĕ кĕ­рĕ­ке туп­са ил­ме çă­мăл пул­ман. Фе­дор Стай­нов пал­лă ти­мĕр­çĕ хă­йĕн ÿс­се çи­тĕн­нĕ Анд­рей­па Алек­сандр ывă­лĕ­сем­пе пур­тă, çур­ла, алăк хă­лă­пĕ­сем­пе çе­кĕ­лĕ­се­не ăс­та ту­са па­нă. Ни­ко­лай Сте­па­нов ха­мăр тă­рăх­ри юхан шыв çин­чи ар­ман­се­не çĕ­нĕ­рен ăс­та­ла­нă, юса­нă, ял ха­лăх­не ал ар­ма­нĕ те са­хал мар ту­са па­нă.

Ни­ко­лай Ге­ра­си­мо­ва пур­те ыл­тăн алăл­лă маç­тăр те­нĕ. Плат­ник­пе сто­ляр ĕç ха­тĕ­рĕ­се­не, чÿ­ре­че ра­ми­се­не, çа­ва ав­ри­пе кĕ­реп­ле­се­не илем­лет­се ха­тĕр­ле­ме пул­тар­нă вăл. Хăй ка­ла­нă тă­рăх, пĕ­тĕм ял­ти çурт­сен çур­ри­не яхăн вăл илем­лет­се эреш­ле­нĕ. Вĕ­ре­нÿ çу­лĕ вĕç­лен­нĕ тĕ­ле чи ла­йăх вĕ­рен­нĕ шкул ачи­сем вал­ли руч­кă-­кă­ран­таш ху­мал­ли пе­нал­сем те ăс­та­ла­са па­рат­чĕ вăл. Ха­лăх мĕн ыйт­ни­не пур­не те ту­са па­нă. Ман­шăн вăл ĕç учи­те­лĕ пул­са тă­нă. Çул­ла­хи ка­ну ку­нĕ­сен­че хă­йĕн­пе пĕр­ле икĕ çул   çурт­сем ку­па­ла­нă çĕр­те плат­ник ĕç­не хă­нăх­тар­чĕ, çак ĕçĕн вăрт­тăн­лă­хĕ­сем­пе пал­лаш­тар­чĕ.

Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
д.Чиршкасы, ул.11-ой Пятилетки, д.1
Телефон: 8(83540) 2-11-82
Факс: (83540) 2-48-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика