Альбусь-Сюрбеевский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăсене сумларĕç

13 октября 2012 г.

Элпуç ял поселенийĕнче Ваттисен кунне кашни çулах паллă тăваççĕ. Ку уява çеç мар, ытти мероприятисене те хăйне евĕр йĕркелеççĕ.

Акă нумаях пулмасть Элпуçĕнчи информаципе культура центрĕнче ватăсен уявне ирттерчĕç. Ветерансене район пуçлăхĕ Евгений Карпеев, «Дружба» ЯХПК председателĕ Ремис Мансуров, Элпуç ял поселенийĕн пуçлăхĕ Владимир Гордеев, вырăнти ветерансен совечĕн председателĕ Евтихий Иванов саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç. Евтихий Ефимович тунă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Ваттисем ветерансен совечĕн çĕнĕ членĕсене суйларĕç. Председатель «тилхепине» тытма Евтихий Ивановах шанчĕç.

«Дружба» ял хуçалăх кооперативĕ ветерансем валли тулли сĕтел хатĕрленĕ. Алена Васильевăпа Галина Григорьева поварсем пухăннисене вĕри апатпа сăйларĕç.

Каярахпа Элпуç ял поселенийĕн художество пултарулăх ушкăнĕ хаваслă юрă-ташăпа савăнтарчĕ. Ун хыççăн артистсем хуçалăхăн çĕр улми пуссине концертпа çитрĕç. Тивĕçлĕ канăва тухнă, паянхи кун та алă усса ларман Нина Кузнецовăна, Галина Макаровăна, Валентина Павловăна, Альфа Алексеевăна, Минадора Гавриловăна тата ыттисене те тав турĕç, илемлĕ юрăсемпе савăк кăмăл парнелерĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429144, Чувашская Республика, Комсомольский район, д.Альбусь-Сюрбеево, ул.Центральная, д.1
Телефон: 8(83539) 42-2-04
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика