Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хавхаланса тасатрĕç

02 октября 2012 г.

Кĕркуннен пĕр уйăхĕ хыçа юлчĕ. Ăшă кунсемпе савăнтарчĕ вăл пире, çумăрĕ те çителĕклĕ çурĕ, каçсерен сивĕткелерĕ те. Çавнашкал улшăнусене пула таврари йывăçсен тĕрлĕ тĕслĕ çулçисем çĕр çине сапаланма пуçларĕç.
Ял урамĕсене сарă çулçăсемпе хăрăк туратсенчен тасатас тĕллевпе районта пурăнакансенчен чылайăшĕ массăллă субботника хутшăнчĕ. “Тăвайри кооператив” потребобщество коллективĕ чи пултаруллисенчен пĕри пулчĕ. Вĕсем хăйсен территорине пуринчен маларах тасатрĕç, çулçăсене михĕсем çине пухса купаласа хучĕç. Тăвай районĕнчи çыхăну узелĕн работникĕсем те маттур, вĕсем тасалăхпа тирпейлĕх енĕпе кунсерен ĕçлеççĕ, тесен те йăнăш мар. Тăвайри тĕп больницăрисем те вĕсенчен юлмаççĕ, саралнă курăксемпе кивĕ çулçăсене тасатсах тăраççĕ. Канашри почтамтăн Тăвайри уйрăмĕн ĕçченĕсем пушă вăхăтра хавхаланса тирпейлерĕç хăйсен территорине эрне кун. И.Матвеева йĕркелесе пынипе хаçат-журнал валеçме вăхăт çитнĕ тĕле тăкăннă çулçăсене пуçтарса пĕтерчĕç маттур хĕрарăмсем.
Кăнтăрла иртсен Тăвайри ытти коллективсем те хутшăнчĕç субботника. Халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăн, райадминистрацин, пенси фончĕн районти управленийĕн çыннисем, культура ĕçченĕсемпе библиотекарьсем, “Энергосеть” тулли мар яваплăхлă обществăн работникĕсем тата ытти организацисем тухрĕç Тăвай ял урамне тĕрлĕ çÿп-çапран тасатма.
Асфальтлă çулăн икĕ хĕррипе хурса тухнă тулли михĕсене кайран “Акконд–агро фирма” обществăн В.Степанов водитель тытса пыракан КамАЗ автомашина çине район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ В.Ванерке, вĕрентÿ пайĕн тĕп бухгалтерĕ В.Александров, АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Н.Краснов, “Россельхозбанк” обществăри И.Лаврентьев, халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба работникĕсем – Л.Кузьмина, Л.Бахомова, И.Кузьмин, Н.Новикова, Р.Степанова, Н.Иванова, Т.Васильева тиесе яратчĕç.
Уçă сывлăшра çапла пĕрле ĕçлени çынсене питĕ хавхалантарчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика