Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Профилактика ĕçĕсене вăйлатмалла

02 октября 2012 г.

Иртнĕ эрне кун право йĕркисене пăснине сирсе ярассипе ĕçлекен районти комиссийĕн анлă ларăвĕ пулчĕ. Ăна комисси председателĕ, район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев ертсе пычĕ.
Тăвай районĕнчи ял тăрăхĕсенчи право йĕркисене пăсассине сирсе яракан субъектсен ĕçĕсене пăхса тухрĕç малтан.
Иккĕмĕш ыйту Тăвай ял тăрăхĕн территорийĕнчи 8 уйăхри оперативлă лару-тăру, преступлени тунипе право йĕркисене пăсни çинчен пулчĕ.
Тепринче алкогольлĕ шĕвексемпе усă курассине тата пирус туртассине сÿтсе яврĕç. Эрехçĕсем йĕркене пăсассине чакарассипе мĕнле профилактикăллă ĕçсем йĕркелесси пирки сăмах хускатрĕç.
Юлашкинчен полицин участокри уполномоченнăйĕсене ĕçлеме ялсенче пÿлĕмпе, сĕтел-пуканпа тивĕçтермелли çинчен асăнчĕç.
Право йĕркисене пăснине сирсе ярассипе ĕçлекен районти комиссийĕн ларăвĕнче Тăвай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Васильев, район центрĕн участокри уполномоченнăйĕ А.Федоров, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ В.Шакров, полици уйрăмĕн пуçлăхĕн çумĕ Б.Борисов, Тăвай ял тăрăхĕн депутачĕ В.Саперов тата ыттисем тухса калаçрĕç. Вĕсем ыйтусем çине хуравларĕç, сĕнÿсем пачĕç.
Асăннă ларура профилактика системин субъекчĕсен ертÿçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, полицин участокри уполномоченнăйĕсем, Тăвай ял тăрăхĕн депутачĕсем пулчĕç.
Çавăн пекех кунта район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев “Пурăнмалли вырăн” федераллă тĕп программăн “Çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси” пайне пурнăçа кĕртсе Тăвай енри 12 çемьене пурăнмалли пÿлĕм илме е çурт тума укçа-тенкĕ илмелли свидетельствăсем пачĕ. Ку программăпа 2011–2012 çулсенче Тăвай енри пурĕ 52 çамрăк çемье пурнăç условийĕсене лайăхлатĕ. Çакна валли района пысăк сумма укçа-тенкĕ килмелле. Ку енĕпе федеральнăй бюджет хăйĕн тивĕçне пурнăçланă. Республика бюджетĕнчен те çулталăк вĕçлениччен укçа-тенкĕ çитмелле.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика