Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кросс массăлăхпа, кĕрешÿ хĕрÿлĕхĕпе палăрса тăчĕ

25 сентября 2012 г.

Сентябрĕн 23-мĕшĕнче çĕр-шыври пур кĕтесре те Пĕтĕм Раççейри халăхсен кросĕ иртрĕ. Пирĕн район центрĕнче те анлăн паллă турĕç ăна. Шкулсенче вĕренекенсем, вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, суту-илÿпе обществăлла апатлану ĕçченĕсем, тĕрлĕ предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем – пурĕ 600 ытла çын хутшăнчĕç кроса.
Ăмăртусем умĕн спорт уявне хутшăнакансене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев, район пуçлăхĕ В.Васильев, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Г.Васильев саламласа ăнăçусем сунчĕç. Ăмăртусен тĕп судйи В.Кузнецов дистанцисемпе, ăмăртусен положенийĕпе паллаштарчĕ.
Пирваях предприятисемпе организацисенче, вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсен, ял тăрăхĕсен командисен эстафети пулчĕ. Кашни командăра 2-шер арçынпа 2-шер хĕр арăм. Вĕрентÿ учрежденийĕсенче ĕçлекенсем хушшинче Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕн команди çĕнтерчĕ. Унăн чысне С.Кириллов директорпа унăн çумĕ А.Игнатьева, П.Романов физрук тата А.Степанова вĕрентекен хÿтĕлерĕç. Элпуçсем 2-мĕш, тăвайсем 3-мĕш пулчĕç. Предприятисемпе организацисен ушкăнĕнче малти вырăнсене “Тăвай кооперативĕ” потребобщество тата район администрацийĕн командисем йышăнчĕç. Ял тăрăхĕсен ушкăнĕнче Элпуç çамрăкĕсене çитекен пулмарĕ. Республикăри паллă йĕлтĕрçĕ Оля Максимовапа унăн шăллĕ Алексей Максимов, Татьяна Ивановапа Денис Иварбеев "пурте студентсем, пурте Çĕнçырмаран" пьедесталăн 1-мĕш картлашки çине çĕкленме тивĕçрĕç. Йăнтăрчă ял тăрăхĕн чысне те аслă тата ятарлă вăтам пĕлÿ паракан заведенисенче вĕренекенсем ăнăçлă хÿтĕлерĕç, командăна 2-мĕш вырăна кăларчĕç. 3-мĕш вырăнта – Тĕмер ял тăрăхĕн команди.
Ун хыççăн VIP-чупу пулчĕ. Унта предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисемпе вĕсен çумĕсенчен пуçласа килнĕ хăнасем таранах хутшăнчĕç. 1000 метрлă дистанцие тĕрлĕ енлĕ аталаннă спорт ветеранĕ С.Кириллов (Пуянкасси) çăмăллăнах пĕрремĕш чупса тухрĕ. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин тĕп врачĕн А.Шакинăн 2-мĕш, Тĕмер ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Г.Ивановăн 3-мĕш кăтартусем пулчĕç.
Малалла участниксем чи кĕçĕннисенчен пуçласа ÿсĕм çулĕсене кура чупса пычĕç.
2002 çулта тата унран каярах çуралнă ачасем хушшинче Оля Моисеева (Элпуç шкулĕ), Настя Лаптина (Тăвай шкулĕ), Катя Обаськина (Мучар шкулĕ), Денис Никитин (Тăвай), Денис Плешков (Мучар), Максим Солдатов (Тĕмер) малти вырăнсем йышăнчĕç.
1995 çулта çуралнă тата унран кĕçĕнрех ÿсĕмри хĕр ачасем хушшинче финиш коридорне ыттисенчен чылай татăлса Ксения Афонина (Мучар шкулĕ) пĕрремĕш пырса кĕчĕ. Настя Козлова (Тĕмер шкулĕ) 2-мĕш пулчĕ. Çак ÿсĕмрех конкурса хутшăнмасăр яшсемпе пĕрле 2000 метра олимп резервĕн шкулĕнче вĕренекен Надя Мокеева (Тушкил, кăçал вăл хăвăрт утассипе спорт мастерĕн кандидачĕн нормине пурнăçларĕ) чупса тухрĕ. Яшсем хушшинче вара малти вырăнсенче – Роберт Миронов (Йăнтăрчă), Василий Степанов (Тĕмер) тата Павел Муштаков (Чутей).
18–29 çулхисен ÿсĕмĕнче мала тухнисем:
Ольга Максимова – Элпуç ял тăрăхĕ
Людмила Николаева – Йăнтăрчă ял тăрăхĕ
Анастасия Степанова – Çĕнĕ Пуянкасси ял тăрăхĕ
18–29 çулхи яшсемпе çамрăксем хушшинче (дист. 2000 м)
Олег Волков – Тĕмер ял тăрăхĕ
Алексей Максимовпа Сергей Михайлов – иккĕшĕ те Элпуç ял тăрăхĕнчен
30–39 çулхисем хушшинче:
Венера Гордеева – Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕ
Алина Арапова – Мучар шкулĕ
Наталья Тимофеева – Йăнтăрчă ял тăрăхĕ
Сергей Степанов – Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕ
Александр Семенов – пушар чаçĕ
Яков Шакров – “Тăвай кооперативĕ”
40–49 çулхисем хушшинче
Марина Сорокина – Тăвай шкулĕ
Светлана Паймикина – “Тăвай кооперативĕ”
Татьяна Иванова – Тăвай шкулĕ
Павел Романов – Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕ
Федор Максимов – Элпуç шкулĕ
Михаил Алексеев – Тăвай шкулĕ
50–59 çулхисем хушшинче
Нина Александрова – Çĕнĕ Пуянкасси шкулĕ
Любовь Петрушкова – “Тăвай кооперативĕ”
Татьяна Иванова – “Тăвай кооперативĕ”
Иван Васильев – Чутей
Олег Ярмулин – Нăрваш шкулĕ
Сергей Петрушков – Йăнтăрчă шкулĕ
Ĕç ветеранĕсем хушшинче
Альбина Самарина – Тăвайри тĕп больница
Валентина Чайкина – Тăвай
Алевтина Алексеева – Тăвай
Геннадий Федоров – Тăвай ял тăрăхĕ
Анатолий Алексеев – район администрацийĕ
Петр Павлов – “Тăвай кооперативĕ”.
Мала тухнисене пурне те грамотăсемпе медальсем, эстафетăра мала тухнă командăсене кубоксем парса хавхалантарнă. Ăмăртусем çÿллĕ шайра иртрĕç. Çулланнă çынсем хушшинче дистанцие епле те пулин чупса тухас текен шухăш та палăрчĕ пулсан, вĕренекенсемпе çамрăксем вара чун хĕрÿлĕхне пачĕç. Ăмăртусемшĕн çанталăк та ятарласа ыйтса илнĕ евĕр пулчĕ. Кĕр тÿпинчен сарă хĕвел хăйĕн пайăркисене шеллемерĕ. Шăп тата кукамай ăшши тăчĕ. Дистанци капăр тум тăхăннă йывăçсем хушшипе те иртрĕ. Спорт уявĕ çĕршер çыннăн кăмăл-туйăмне çĕклерĕ, хăйне евĕр заряд пулса тăчĕ. Культурăпа суту-илÿ ĕçченĕсем те тăрăшрĕç чунри хăтлăхшăн.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика