Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Урамри çутă

25 сентября 2012 г.

Никамшăн та вăрттăнлăх мар – хĕвелпе тата çутăпа пурăнма лайăх. Нумайăшĕ аванрах туйса илчĕ пулĕ-ха кĕркуннехи вăраха пынă çумăрсем вăхăтĕнче çутă хĕвел ăмăр пĕлĕтсем хушшинчен вăхăтлăха пăртакшар курăнса илни те пĕтĕм чĕрĕ чуна пурăнма хавхалантарса янине. Ÿпри-шăни таранах хĕвĕшме тытăнать хĕвел ăшшипе. Çапах та ку вăл сăмах майăн пулчĕ-ха. Шухăшĕ – урăххинче. Кĕр çитнĕ май, каçсем вăрăмланчĕç, тĕттĕм вăхăт нумая тăсăлать. Кунсем-çĕрсем пĕлĕтлĕ чухне – пушшех те. Анчах çав вăхăтрах урамсенче (райцентрта та, ялсенче те) электричество ламписем çутса çынсене куçса çÿреме лайăх условисем туса парасчĕ тесе тимлени çав-çавах çитмест. Ячĕшĕн тенĕ пек пĕр-икĕ сехетлĕхе çутăлса илеççĕ те урамри юпасем çинчи лампăсем, сисĕнмесĕрех хăвăрт сÿнеççĕ. Мĕн туни пулать-ши ку? Ăнланма йывăр. Саккăрпа вуннă хушшинче çунаççĕ вĕсем. Кун вĕт-ха çиччĕрех тĕттĕмленет. Çынсем çак вăхăтра ĕçрен килсе магазинсене е ытти çĕре çитсе килесшĕн, урамрипе килти ĕçĕсене тăвасшăн, выльăх-чĕрлĕхне пухасшăн, уçăлса çÿресшĕн тата ытти те. Лампăсем вара саккăртан тин çутăлаççĕ. Вĕсем кĕске хушă çеç çутатни те питĕ çителĕксĕр. Тĕттĕм ял ытла та кичем-çке.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика