Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пултăр Тăвай çăкăрĕ!

25 сентября 2012 г.

Эпир – вăрçă çулĕнче ÿснĕ ачасем. Пирĕн вăхăтра çăкăр тени вăл çав тери хаклă пулнă. Кашни килтех эрнере пĕрре пĕçернĕ ăна. Çав ырă шăршă килрен киле сарăлатчĕ ял урамĕсем тăрăх. Вăрçă вăхăтĕнче çав ырă шăршă çухалчĕ, мĕншĕн тесен таса çăкăра сахалтарах пĕçере пуçларĕç, унта паранк хырса хушма пуçларĕç. Çăнăхĕ çителĕклех пулман çав. Паллах, ун шăрши те çукрахчĕ. Каярахпа ялсене çăкăра Тăвайран лавпа турттарма тытăнчĕç. Магазин патĕнче халăх черетленсе кĕтсе тăратчĕ. Килте çăкăр пĕçересси пĕтсе пычĕ. Халь кам пĕçерет-ши килте çăкăр? Вăхăт та, арманĕсем те çук. Тата хальхи çăкăр завочĕсем çав тери тутлă пĕçерме вĕренсе çитрĕç, килтинчен пĕрре те кая мар. Уйрăмах хамăр районти хура çăкăра мухтас килет. Мускав, Хусан, Шупашкар, ытти хула-район çăкăрне те çисе курнă эпĕ, анчах пĕри те Тăвай çăкăрне çитмест. Çав тери паха, нÿслĕ те техĕм, тĕпренмест, хăвăрт типмест вăл. Хырăм выçнă чух кулач пек туйăнать кăпăшскер.
Пултаруллă çынсем ĕç-леççĕ çăкăр заводĕнче. Вĕсене кашнине тав сăмахĕ калас килет. Заводра малтан пухнă опыта çĕтермен. Маттур унта ĕçлекенсем. Çавах та паянхи кунпа çеç пурăнмалла мар, малашлăх çинчен те шутламалла. Çăкăр пĕçерекенсене хăш-пĕр сĕнÿсем те парас килет. Сăмахран, шурă çăкăр хурипе танлашаймасть, тĕпренет, хăвăрт типесшĕн. Хальхи вăхăтра тавар çынсене илемĕпе килĕшет, пирĕн заводри батон, тутлă пулсан та, илемĕпе хуларипе танлашаймасть. Хальхи вăхăтра темле çăкăр та пĕçереççĕ. Сăсăлран "отрубь" пĕçернĕ çăкăр та ыйтаççĕ çынсем.
Завод ĕçченĕсем, паллах, ун çинчен пĕлеççĕ ĕнтĕ, вĕсене эпĕ пĕр сивĕ сăмах та калас çук. Ĕçре, пурнăçра çирĕп сывлăх, çĕнĕ çитĕнÿсем кăна сунасшăн. “Мухтав Тăвай çăкăрне!” тесе кăна калатăп.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика