Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай шкулĕн çăмăл атлечĕсем вăйлăрах

11 сентября 2012 г.

Иртнĕ эрне кун Тăвайри ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн территорийĕнче çăмăл атлетикăпа эстафета ăмăртăвĕсем пулчĕç.
Çанталăк çав ир ĕмĕтленниех пулчĕ. Хĕвел пăхрĕ, ăшă. Акă сарă кĕр те çитрĕ пулас пирĕн тăрăха, шутларĕç ăшра пĕрисем.
Эстафета чупăвĕ пăхма кирек хăçан та интереслĕ. Унта чи малти те кая тăрса юлма пултарать. Тĕрĕс тактика тытмалла теççĕ ун пек чухне. Çавăнпа та опытлă физруксемпе тренерсем вĕçĕнчи этапсене чи вăйлă чупакансене хăварма тăрăшаççĕ.
Ăмăртусем икĕ ушкăнра иртрĕç. Тăххăрмĕш классем таран вĕренекенсем хушшинче Тăвайри вăтам шкул команди çĕнтерчĕ. Тăвайсем пирвайхи тапхăрсенчех малтисен шутĕнче пычĕç. Ксения Морякова та, Саша Антонов та хăйсен тапхăрĕсене виççĕмĕш вĕçлерĕç. 4-мĕш тапхăрта Денис Смирнов эстафета патакне Кристина Алексеевана пĕрремĕш пама пултарчĕ. Кристина Алексеева та, Дима Николаев та малаллахи тапхăрсенче çĕнтерĕве алăран вĕçертмерĕç. Мучарсем финиша 2-мĕш, чутейсем 3-мĕш çитрĕç.
Вăтам шкулсем хушшинче те тăвайсене çитекен пулмарĕ. Пирвайхи тапхăрсенче ыттисен хыçĕнче пынăскерсем (3–4 вырăнсенче) 5-мĕш тапхăра Таня Анатова командăна 1-мĕш вырăна туртса кăларчĕ тата запас вăхăтпа. Юлашки тапхăрта тĕмерсем тем пек хуса çитме тăрăшсан та Женя Петрова çитеймерĕç. Çапла тăвайсем 2 ушкăнĕнче те çĕнтерсе республикăри ăмăртусенче район чысне хÿтĕлеме тивĕçрĕç. Аслă ÿсĕмри ушкăнра тĕмерсем 2-мĕш, йăнтăрчăсем 3-мĕш вырăнсем йышăнчĕç.
Вĕренÿ çулĕ тин пуçланнă май чылайăшĕ çамрăк спортсменсене хатĕрлесе те ĕлкĕреймен. Йышран пĕчĕкрех шкулсенче чупакансене тупса палăртма та йывăртарах, нумайăшĕ шкулсенчен 9 класс хыççăн техникумсемпе колледжсене, училищĕсене вĕренме тухса кайнă. Физкультура учителĕсем умĕнчи çак йывăрлăха палăртмасăр хăварма çук ĕнтĕ.
Мала тухнă командăсене вĕрентÿ пайĕн дипломĕсемпе чысланă, çĕнтерÿçĕ-командăпа спортсменсене “Ял ĕçченĕ” хаçат редакцийĕ район хаçатне çур çуллăха тÿлевсĕр çырăнса парать.
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика