Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăткăслăх умĕнче пуç усмаççĕ

12 сентября 2012 г.

«Искра» колхоз ĕçченĕсем кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 350 гектар çинче акса ÿстернĕ. Паянхи куна вĕсем 400 тонна утă, 1550 тонна сенаж, 700 тонна силос, 10 пин тонна улăм хатĕрленĕ. Çĕртме ĕçĕсене те 300 гектар çинче пурнăçланă.

Иртнĕ эрне кун эпĕ колхоз уй-хирне пынă чухне ĕçченсем тăрăшсах çĕр улми кăларатчĕç. Ăна хуçалăх кăçал 35 гектар лартса ÿстернĕ. Паллах, пысăк тухăç çинчен ĕмĕтленнĕ.

«Çĕр улми кăçал аван çитĕннĕ, çанталăк условийĕсемпе усă курса пур специалистсем те уй-хире тухрĕç. Кÿршĕллĕ Канаш районĕнчен, Тутарстан Республикинчен те çынсене çак ĕçе явăçтаратпăр. Ĕç кунĕ вĕçленсенех укçа-тенкĕ паратпăр, кунне пĕр хутчен вĕри апатпа тивĕçтеретпĕр», — терĕ Татьяна Мартынова агроном. Сăмах май, вăл хăй те специалистсемпе пĕрле «иккĕмĕш çăкăр» пуçтаратчĕ. Ĕçне чунтан парăннăскер, ыттисене тĕслĕх кăтартать. Тÿпене çумăр пĕлĕчĕсем карса илнине сиссе-ши, пуç çĕклемесĕр витрине пĕрин хыççăн теприне çĕр улмисене вăркăнтарчĕ вăл. Çумăр та ытлашши хăратмасть иккен вĕсене, мĕншĕн тесен йĕпе-сапара йĕтем çинче комбайнпа кăларнă çĕр улмине суйлаççĕ. Çанталăк уяртсан вара каллех «иккĕмĕш çăкăр» уй-хирне тухаççĕ.

Паянхи куна ăна 15 гектар çинче кăларнă. Пуçтаракансем сахал пулнипе тивĕçлĕ канурисем те хĕрÿ вăхăтра килте алă усса лармаççĕ. Акă, Галина Дьяконова, Римма Белкова пенсионерсем те кашни çулах çĕр улми хирĕнче тăрăшаççĕ. Тамара Квасова, Елена Макарова рабочисем тата ыттисем те ÿркенмесĕр ĕçлеççĕ.

Çĕр улми уйĕнче КПК маркăллă комбайнпа Владимир Мукшин ĕçлет. Ăна Геннадий Мукшинпа Федор Мартынов рабочисем пулăшаççĕ. Комбайнпа кăларнă «иккĕмĕш çăкăра» йĕтем çине Николай Кокшин турттарать. Ĕç кал-кал пыни чуна савăнтарчĕ.

Инçех те мар Николай Воробьев тракторист копалкăпа çĕр улми кăларать. Хĕрарăмсен ушкăнĕ ăна пуçтарать, михĕсене тултарса автомашина çине тиет. Вĕсене Сергей Мартыновпа Андрей Руссаков водительсем путвала турттараççĕ.

Уйра Николай Каримкин трактористпа паллашрăм. 63-ре пулсан та, çамрăксемпе танах ĕçлет: МТЗ-82 маркăллă тракторпа путвала çĕр улми турттарать.

— Хуçалăхра механизаторсем çитмеççĕ. Кĕркунне студентсем хуласене каяççĕ, чĕнчĕç те — хирĕçлемерĕм. Хăнăхнă ĕçе мĕншĕн тухас мар-ха; — пĕлтерчĕ Николай Николаевич. Сăмах май, вăл çулла та хиртен утă-улăм турттарнă, çамрăксене сĕнÿ-канашпа пулăшнă.

— Алăпа пуçтарнă «иккĕмĕш çăкăра» хиртех сортлатпăр, шултрисене — сутма, вĕтĕреххисемпе вăтаммисене вара вăрлăх валли уйăрса хуратпăр. Çĕр улми сутса тупăш курасса шанатпăр,— терĕ Татьяна Леонидовна.

Колхоз председателĕн Александр Зайцевăн, специалистсен те пушă вăхăт çук. Çанталăка айăпласа лармаççĕ вĕсем. Хуçалăх экономикине аталантарма çул-йĕр шыраççĕ, çĕнĕлĕхсене алла илме тăрăшаççĕ. Урăхла каласан, кăткăслăх умĕнче нихăçан та пуç усмаççĕ «Искрăсем».

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика