Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйлисем вăй виçрĕç

20 июня 2012 г.

Июнĕн 10-мĕшĕнче иртнĕ Акатуйра спорт ăмăртăвĕсем те пулчĕç. Хĕрлĕчутайсем тата уяв хăнисем сакăр тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕнче вăй виçрĕç.

Волейболла выляссипе малти вырăна Мăн Этмен ял тăрăхĕнчи "Туслăх" команда тухрĕ, вĕсем çамрăксен пĕрлештернĕ командине финалта 3:1 шутпа çĕнтерсе уяв парнине – чĕрĕ такана – тивĕçрĕç.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем хушшинче Хĕрлĕ Чутай салинче çуралса ÿснĕ, хальхи вăхăтра Шупашкарта пурăнакан Иван Филиппова çитекенни пулман.

Арçынсем хушшинче алă вăйне виçессипе Серенкассинче пурăнакан Николай Замуткин çĕнтерчĕ, çав ялти Андрей Замуткин вара 12 метрлă шăчă çине пуринчен те хăвăртрах та çÿлерех хăпарчĕ.

Турник çинче 26 хут туртăнса малти вырăна Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта вĕренекен Кирилл Андрианов тухрĕ.

"Автансен çапăçăвĕнче" Туканашра çуралнă Владимир Шинжаев вăйĕпе палăрчĕ, шахмат турнирĕнче малти вырăна ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренерĕ Евгений Сергеев тухрĕ, шашкăлла выляссипе – Хĕрлĕ Чутайра çуралнă Геннадий Куличев.

Атлетсем хушшинче кире пуканĕ йăтса спорт мастерĕ Владимир Ульянов палăрчĕ, вăл хăйĕн черетлĕ çĕнтерĕвне çывхарса килекен 60 çулхи юбилейне тата ĕçпе юрă, спорт уявĕ утмăлмĕш хут иртнине халалларĕ.

Пур çĕнтерÿçĕ те район администрацийĕн укçан хавхалантарăвне тивĕçрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика