Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асран тухмĕ ăсату каçĕ...

27 июня 2012 г.

Июнĕн 25-мĕшĕнче районти 125 çамрăк вун пĕр çул хушши такăрлатнă шкул сукмакне, юлашки шăнкăрава, патшалăх экзаменĕсем умĕнхи ыйхăсăр, канăçсăр çĕрсене хыçала хăварса ăсату каçĕнче савăнчĕ.

Хам нумай-нумай çул каялла тăван шкулпа сыв пуллашнăранпа ăсату каçĕ еплерех иртни çинчен маннă тесен те юрать. "Пирĕн вăхăтрипе" танлаштарсан, ăсату каçĕн тĕп йăла-йĕрки улшăнманпа пĕрех иккен: савăнăçлă, пăлхануллă лару-тăрура шукăль тумланнă хĕр упраçпа яш-кĕрĕме аттестатсем, медальсем парса саламларĕç, вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшне тав сăмахĕсем каларĕç, юрă-кĕвĕ янăрарĕ, яшсемпе хĕрсем сыв пуллашу вальсĕнче çаврăнчĕç... Унтан район центрне пухăннă çамрăксемпе аслисем шкулăн-шкулăн, класăн-класăн саланчĕç, малалла вĕсене тĕрлĕ ташă-юрă, вăйă-кулă кĕтрĕ. Ир енне вара шурăм пуç çăлтăрĕ ĕнерхи ачасен умри анлă пуласлăх çулне çутатрĕ...

Кăçал районти 10 выпускник шкула медальпе вĕçленĕ, вĕсенчен 6-шĕн – ылтăн медаль, 4-шĕн – кĕмĕл. Вĕренÿре пысăк çитĕнÿсемпе палăрса Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Григорий Осипов, Алена Горошко, Евгения Григорьева, Атнарти Татьяна Терушкина, Мăн Этменти Екатерина Огандеева, Питĕркассинчи Елена Артемьева ылтăн медале тивĕçрĕç, кĕмĕл медале вара – Атнарти Наталья Смалайкина тата Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи Андрей Кораков, Ирина Кириллова, Олеся Маркова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика