Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хаçат-журналпа та тивĕçтереççĕ, пенси те параççĕ...

11 июля 2012 г.

Пур тапхăрта та почта ĕçченĕсен ĕçĕ çăмăл пулман. Почтальон халăх патне хаçат-журналпа çырусем кăна мар, пенси те вăхăтра çитерсе парать-çке. Ку кăна-и? Ахаль те çăмăл мар сумкине унăн ял çыннисене сĕнме тĕрлĕ тавар тултарса йывăрлатма тивет. Мĕн тăвас тетĕн, ĕç йĕрки çапларах халĕ.

Рынок тапхăрĕнче, конкуренци вăйлă аталаннă тата районта çулсерен çынсен шучĕ самаях чакса пынă вăхăтра почта ĕçченĕсен тăрăшулăхне пула район хаçачĕн тиражĕ ÿсни савăнтарать. Кăçалхи иккĕмĕш çур çул валли район хаçатне пурĕ 3435 экземпляр çырăннă, пĕлтĕр ку вăхăтра 3153 экземпляр пулнă. Уйрăмах район хаçатне халăх патне çитерес тĕллевпе Туктамăш ял почтальонĕ Галина Михайловна Печникова тăрăшнă, çырăнтару хисепне чи нумай ÿстернĕ. Вăл иртнĕ çур çулхинчен 11 хаçат ытларах çырăнтарнă. Хусанушкăнь çыхăну уйрăмĕн почтальонĕ Зоя Николаевна Семенова – 9 хаçат, Любовь Порфирьевна Долгова – 7, Пантьăкри Светлана Александровна Прохорова – 8, Хĕрлĕ Чутайри Наталья Валерьевна Кондрашкина – 7, Утаркассинчи Зоя Петровна Трифонова 6 хаçат ытларах çырăнтарма пултарнă. Çавăн пекех Атнарти çыхăну уйрăмĕн почтальонĕн Светлана Николаевна Афанасьеван, Штанашри Надежда Николаевна Шипеевапа Вячеслав Маркович Ордиковăн, Кив Атикассинчи Валентина Ильинична Иванован, Хĕрлĕ Чутайри Юлия Ивановна Майорован, Римма Георгиевна Саверкинан, Людмила Сергеевна Швешкееван, Шĕмшешри Елизавета Ивановна Афоркинан, Пантьăкри Любовь Борисовна Лобейкинапа Наталья Владимировна Морозован кăтартăвĕсем те лайăх. Вĕсем пурте июлĕн 9-мĕшĕнче Раççей почтин кунĕ ячĕпе ирттернĕ савăнăçлă ларура "Пирĕн пурнăç" хаçатăн Тав сăмахĕсене тивĕçрĕç.

Район администрацийĕн Хисеп грамотисене Атнарти çыхăну уйрăмĕн почтальонĕ Надежда Петровна Волкова, Хĕрлĕ Чутайри çыхăну уйрăмĕн операторĕ Римма Александровна Коракова тата Пантьăкри çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Зоя Григорьевна Субботина тивĕçрĕç.

Раççей почтин парнисене Штанашри çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Ольга Николаевна Чучакова, Шĕмшешри çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Аля Алексеевна Сергеева илчĕç. Çĕмĕрлери почтамтăн Тав çырăвĕсене Хусанушкăнчи çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Алина Васильевна Фондеркина, Кив Атикассинчи çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Алина Леонидовна Максимова, Мучикассинчи çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Елена Петровна Самышкина тата Ишеккассипе Тумликасси ялĕсен почтальонĕ Людмила Сергеевна Швешкеева тивĕçрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика