Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи пирвай

11 августа 2012 г.

Хĕрлĕ Чутай çĕрĕнче хут çине çырнă сăвă чи пирвай 1773 çулта çуралнă. Ăна Ермей Иванович Рожанский (1741-1801) çырнă. Кайран вăл хăйĕн хайлавĕсене «Чăвашсем çинчен» очеркĕнче Мускавра пичетлесе кăларнă.

Чи пирвай чикĕ леш енчи Варшава университетĕнчен 1913 çулта Шĕмшеш çамрăкĕ Илья Николаевич Яштайкин (1882-1966) вĕренсе тухнă, магистр – филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ – степень илнĕ. Вăл кайран чăвашсен пĕр¬ремĕш çут ĕç министрĕ – облĕçтăвкомăн çут ĕç пайĕн пуçлăхĕ пулнă.

Чи пирвай журналист ĕçне 1912 çулта Пантьăк çынни Степан Степанович Данилов (1876-1939) пуçăннă. Вăл В.И. Ленинпа пĕрле «Правда» редакцийĕнче ĕçленĕ. Октябрь революцийĕ хыççăн Мускавра политикăллă литература издательствинче вăй хунă.

Чи пирвайхи библиотека Хĕрлĕ Чутайра 1896 çулта уçăлнă. Ăна Степан Иванович Данилов тăрăшнипе уçнă.

Чи пирвайхи шкул Хĕрлĕ Чутайра 1821 çулта уçăлнă. Унта вĕренме ачасем таврари мĕн пур ялсенчен çÿренĕ.

Чи пирвайхи Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче пулас писательсенчен Иван Ахах 1912-1914 çулсенче, Илле Тукташ 1921-1924 çулсенче вĕреннĕ.

Чи пирвай Хĕрлĕ Чутай çыравçисенчен 1934 çулта Хăмарккара çуралнă Иван Караттай «777-мĕш поэт» ятлă кĕнеке кăларнă. Вăл Вăтам Атăл кĕнеке издательствинче Самарăра тухнă.

Чи пирвай орден илнĕ учитель Ишеккассинчи Василий Алексеевич Орлов пулнă. Ăна çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре пултаруллă пулнăшăн «Хисеп палли» орденпа 1937 çулта наградăланă.

Чи пирвай 1940 çулта физикăпа математика ăслăлăхĕсен докторĕн степеньне Василий Васильевич Быков (Турхан ялĕнчен) илнĕ. Вăл чылай хушă Ташкент университетĕнче ĕçлесе пурăннă. Çав ялтанах Йошкар–Олара ĕçлекен Александр Степанович Яковлевпа Юрий Владимирович Захаров та доктора тухнă.

Чи пирвай районти çыравçăсенчен повесть жанрĕнче Михаил Николаевич Николаев-Калай ĕçлеме тытăннă. «Çĕнни çуралсан» тата «Сăр шывĕ хумхансан» повеçĕсем 30-мĕш çулсен пуçламăшĕнче «Трактор» альманахра пичетленнĕ. Репрессие лекнĕ май, 1894 çулта çуралнă çыравçăн ĕмĕрĕ 1946 çулта татăлнă.

Чи пирвай Совет Союзĕн Геройĕ ятне 1944 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче Упукушкăньре 1903 çулта çуралнă Алексей Романович Логинов лейтенанта вилнĕ хыççăн панă. Ачкасси çынни Иван Васильевич Индряков ку хисеплĕ ята 1944 çулхи август уйăхĕн 22-мĕшĕнче тивĕçлĕ пулнă.

Чи пирвай Социализмла Ĕç Геройĕ ята Дария Никитична Григорьева (Туктамăш) 1966 çулта илнĕ. Вăл ун чухне Свердловск облаçĕнчи «Храмцево» совхозра дояркăра ĕçленĕ. Ку ята кайран «Искра» колхоз председателĕнче ĕçленĕ чух Александр Дмитриевич Смалайкина панă.

Чи пирвай район çыравçисенчен Çĕн Ирчемес сăвăçи Петр Алексеевич Ялкир СССР Писателĕсен Союзĕн чле¬нĕн ятне тивĕçнĕ. Каярахпа ку рете тата Иван Лисаев, Александр Угольников, Розин Ярандай хутшăннă.

Туканаш ачи Анатолий Васильевич Данилов чи пирвай СССР Художникĕсен Союзĕн членĕ пулса тăнă. Юлашки вăхăтра çак чыса Хăмаркка хĕрĕ Венера Николаевна Сандомирова та тивĕçлĕ пулнă.

Чи пирвай композитор çулĕ çине Тихăнушкăнь çамрăкĕ Николай Григорьевич Праулов тăнă. Унăн Л.Мартьянова сăввипе кĕвĕленĕ «Чечек акрăм та» ятлă юрри уйрăмах анлă сарăлнă. Юлашки вăхăтра Николай Яковлевич Пономарев та сассине çирĕплетсе пырать.

Чи пирвай, районта юрлакан юрăсене пухса, Земфира Кузьминична Фондеркина-Яковлева «Сорăм юррисем» кĕнеке кăларнă.

Чи пирвай Хĕрлĕ Чутайри Григорий Михайлович Петровпа Питĕркассинчи Иван Николаевич Охливанкин юрăçсем Чăваш патшалăх юрă-ташă ансамблĕн артисчĕсем пулса тăнă. Вĕсем Саратоври консерваторире вĕреннĕ.

Чи пирвай Чăваш Республикин К.В.Иванов ячĕллĕ патшалăх премине Валерий Афанасьевич Важорова панă. Ку чыса Тутар Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ тата ЧР искусствисен тава тивĕçлĕ деятелĕ опера спектаклĕсенче тата концертсенче питĕ ăста дирижер пулнăшăн çĕнсе илнĕ.

Драма артисчĕсенчен Тава тивĕçлĕ артист ятне чи пирвай Чăваш драма театрĕн актерĕ Николай Булаткин тивĕçнĕ.

Район спортсменĕсенчен чи пирвай Елена Грузинова (Хĕрлĕ Чутай сали) хăвăрт утассипе Олимп Вăййисене хутшăннă.

«Чăваш Республикин умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе районта çуралса ÿснисем хушшинче чи пирвай Ваçкаçырминче çуралса ÿснĕ Валерий Александрович Романова чысланă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика