Яншихово-Норвашский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Теремокра” тĕлĕнмелли сахал мар

31 августа 2012 г.

“Теремокра” тĕлĕнмелли сахал мар

Енĕш Нăрвашри ача-пăча сачĕ хитре çĕрте вырнаçнă. Йĕри-тавра йывăçсем ешереççĕ. Кайăксен чĕвĕлти сассипе те илĕртÿллĕ ку вырăн. Ахальтен кермен тесе каламаççĕ пулĕ ăна. Ачасен пуласлăхĕшĕн, вĕсене кунта хаваслă та хăтлă пултăр тесе тăрăшаççĕ воспитательсемпе ашшĕ-амăшĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе, ачасен ÿт-пÿ хусканăвне, талантне малалла аталантарас тесе Луиза Николаевна Павлова воспитательница вăй-халне шеллемест. Ку тĕлĕшпе ĕçре çĕнĕлĕхсемпе усă курать. Акă, тĕрлĕ çÿллĕшĕнче вырнаçтарнă, сăрласа хитрелетнĕ тункатасем çинчен куçса хастарлăхне туптаççĕ: пултаруллăраххисем хăйсем тĕллĕн, кĕçĕнреххисем аслисен, юлташĕсен пулăшăвĕпе чăрмавсене çĕнтерме хăнăхаççĕ. Л.Павлова ал ĕç ĕçне ялти шкулта вĕренекенсене те явăçтарчĕ, вĕсем вара ятарласа касса кăларнă пĕрене çаврашкисене “чун” кĕртме пулăшрĕç. Акă, садике кĕнĕ çĕрте Роман Лукинăн паттăр мулкачĕ кĕтсе илет. Алексей Петровпа Василий Данилов ăсталанă Буратиносем хÿме çине вырнаçнă. Беседка тăрринчи тăмана (Алексей Спиридоновăн) çавра пуçне çавăрса, йĕри-тавра пăхкалать, аялалла тинкерсе шапа çурине (Луиза Павлован) сăнать.

Пÿрт çумĕнче упа мăнаçлăн саркаланса тăрать. Андрей Ефимовăн ĕçĕ ку. Аллинче ун витре. Кăмпа-çырла пуçтарма кайма хатĕрленнĕ тейĕн. Çакăн пек илемпе хавхаланса аслисем те айккинче юлмаççĕ. Акă, Спиридоновапа Алексеева Татьянăсем пластмасса савăтсенчен ромашка чечекĕсем тунă. Çавăн пекех вĕсем касса кăларнă пĕр кĕлетке çинчи симĕс пуçлă виçĕ аçтаха айккинелле сăнать, ашкăнас текен ачасене сивĕ куçпа пăхать. Эра Григорьеван хĕрлĕ, сарă тĕслĕ тюльпанĕсем те садике илем кÿреççĕ.

Кунта ĕçлекен ытти воспитательсем те ылтăн алăллă. Мария Георгиевна Васильеван черчен те шап-шурă çеçкеллĕ лантăш чечекĕсене тинтерех çеç пахчаран татса кĕнĕ тейĕн. Тунката çинчи кăмпасем те кăсăклă. Уплюнккасемпе шăна кăмписем ÿсеççĕ кунта. Сысна çурисем те асамлă, вĕсем çинче тĕрлĕ тĕслĕ чечексем ешереççĕ.

Çап-çутă сарă хĕвел пайăркисем хăйсен ăшă куллине ача сачĕн территорине сапаланă. Машина урапинчен тунă теме те çук ăна. Çав тери хитре! Ку ĕçĕн авторĕсем – Людмила Васильевна Евдокимова воспитательницăпа Владислав Валерьянович Антонов (Вася ашшĕ).

Владимир Витальевич Владимировăн поезчĕ пурин кăмăлне те каять. Ураписем те, трубисем те, шпалĕсем те пур. Икĕ вакунлă, ларса канма меллĕ унта.

Çапла, садик коллективĕ ашшĕ-амăшĕпе, шкулпа тачă çыхăнса ĕçлет. Килĕр, курăр асамлăхăн пĕр пайне. Тĕлĕнмелли сахал мар кунта.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429282, Чувашская Республика, Янтиковский район, с. Яншихово-Норваши, ул. Школьная, 17
Телефон: 8(83548) 2-54-45
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика