Урмаевское сельское поселение Комсомольского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тыр-пула пÿлĕмсене вăхăтра кĕртессишĕн тимлеççĕ

01 сентября 2012 г.

Çанталăк çĕр ĕçченне нумай шутлаттарать. Ял хуçалăх предприятийĕнче тăрăшать-и вăл, фермер хуçалăхĕнче-и, уйрăм хушма хуçалăх тытать-и — пур çĕрте те паян пĕртен-пĕр калаçу: тыр-пула вăхăтра пÿлмесене кĕртесси. Кашни минутпа пĕлсе, туллин усă курсан кăна ума лартнă тĕллевсене

пурнăçлама пулать.

Иртнĕ кунсенче «Алга» ял хуçалăх производство кооперативне çитсе куртăм. Çĕрĕпе ăшă çумăр çунă хыççăн, хире «уй карапĕ» тухманччĕ-ха. Йĕтем çинче кăна хĕрарăмсем тырă аллатчĕç. Вĕсем: Эсфире Баталова, Фарида Садыкова, Гузель Петрова, Вагизе Гафурова, Гульнара Гималтдинова, Гелине Салахутдинова тата Миннегель Гибатдинова.

Калаçăва склад заведующийĕ Гаяз Шайдуллин пуçларĕ. Пенсире пулсан та, килте алă усса лармасть вăл. «Ĕмĕрĕпе хуçалăхра ĕçлерĕм. Ĕçсĕр килте мĕн туса лармалла-ха; Урасем утсан, сывлăх хавшаман пулсан — çынсемпе пĕрле ĕçре кун иртнине те сисместĕн», — терĕ 64 çулхи ĕçчен.

Паянхи куна пурнăçланă ĕçсем пирки ыйтсан, цифрăсене куç хупмасăр, пĕр такăнмасăр, кам мĕнле ĕçре тăрăшакансене ятранах асăнчĕ склад заведующийĕ. Августăн 30-мĕшĕ тĕлне «Алгара» 600 тонна яхăн силос хывнă. Хирте те чылай ĕç тунă вĕсем. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 40 гектар çинчен пухса кĕртмелли юлнă. Çанталăк условийĕсемпе усă курса ирĕн-каçăн «Полесье» комбайнпа О.Рафинпа В.Васин ĕçлеççĕ. К.Сулеймановпа С.Марин водительсем те яваплăха туйса тимлеççĕ.

Хуçалăхри ĕçсене кал-кал та вăхăтлă пурнăçласси тата ĕç дисциплинине тытса пырасси хуçалăх ертÿçин çирĕплĕхĕнчен, хастарлăхĕпе вăр-варлăхĕнчен, яваплăха туякан ĕçченсенчен, паянхи самана ыйтакан хăватлă техникăпа усă курнинчен килет. Шăпах çаксене тĕпе хурса ĕçлеççĕ те ĕнтĕ Урмаелсем.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирFacebookВКонтактеTwitterLiveJournalОдноклассники

   
 

 

Система управления контентом
429153 Чувашская Республика, Комсомольский район, с.Урмаево, ул.Центральная, д.51
Телефон: 8(83539) 34-2-40
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика