Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿс, çĕклен, Чутай Ен, кунран-кун эс чечеклен!

15 августа 2012 г.

Августăн 11-мĕшĕнче районта пурăнакансем Хĕрлĕ Чутай районĕ 85 çул, Хĕрлĕ Чутай сали 430 çул тата Чутай чиркĕвĕ 210 çул тултарнине савăнăçлăн паллă турĕç.

Сумлă мероприятие район çыннисемпе хăнасем чылай пухăнчĕç – пĕр-пĕринпе курса калаçрĕç, уяв саламĕсене йышăнчĕç, кулчĕç, савăнчĕç...

Уяв тени ташă-юрăсăр мĕнле пултăр-ха!? Ир-ирех район центрĕнче хаваслă юрă янăрарĕ, халăха уява йыхравларĕ. Ял тăрăхĕсен пултарулăх ушкăнĕсемпе пĕрлех куракансене Шупашкартан килсе çитнĕ "Сувар" ансамбль, "Чавал" ентешлĕх артисчĕсем, районти çамрăк талантсем юрласа-ташласа савăнтарчĕç.

Район юбилейне халалланă уявăн савăнăçлă саманчĕн пуçламăшĕ асра юлмалла пулчĕ. Уйрăмах Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Александр Самсонов: "Кил, кил, кил, Чутая эс кил..." тесе юрланă хушăра культурăпа кану центрĕ умне куракансем хушшипе пуринчен те илĕртÿллĕ Чутай тумне тăхăннă фольклор ушкăнĕсем çывхарни мăнаçлăх туйăмне çуратрĕ.

Илемлĕ, савăнăçлă, асра юлмалла иртрĕ район юбилейĕ. Уява сĕм кĕртекен пулăмсем чылай пулчĕç. Вĕсенчен пĕри – сенкер тÿпене кăнтăрла тĕрлĕ тĕслĕ хăмпăсемпе кăвакарчăнсем вĕçсе хăпарса илемлетни, каçхине вара – фейерверк.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика