Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 18-мĕш ĕмĕре таврăнчĕç

18 августа 2012 г.

Хĕрлĕ Чутай сали 430 çул тултарнине çирĕккассисем чаплă хатĕрленнĕ. Вĕсем патĕнче курса тĕлĕнмелли пайтах пулчĕ!

Ку хутĕнче З.Самылкина хуçалăхне илер. Палăртмалла, кинемей районăн кашни уявне хастар хутшăнать, хăйĕн патне те кашнинчех хăнана чĕнет.

Кăçалхи уявра вара Зоя Матвеевна хуçалăхĕ пĕр кунлăха 18-мĕш ĕмĕре таврăннă. Ĕлĕкхи çи-пуç тăхăннă хĕрарăмсемпе арçынсем вырма вăхăтне сăнласа пачĕç – кил хуçи хĕрарăмĕ ятарласа сала юбилейне хатĕрленсе анкартинче çуркуннех пĕр лаптăк урпа акнă иккен! Урпи ăнса пулнă, ăна хĕрарăмсем çурлапа вырса кĕлтене çыхса пычĕç, унтан авăн çапрĕç...

Кунта та хăнасене валли тем тĕрлĕ апат хатĕрленĕ, чустине те çакăнтах çăраççĕ, вĕри кăмакаран кукăлĕ те часах пиçсе тухать. Ĕлĕкхи юрăсем те пĕр вĕçĕмсĕр янăрарĕç, ташши те çыпăçуллă пулчĕ.

Авалхи пурнăçа сăнлакан лару-тăру пурне те килĕшрĕ, хăнасем куçпа курнипех çырлахмарĕç, хăйсем те тырă та вырса пăхрĕç, авăн та çапрĕç...

Малалла вара хамăр сăмахсене уяв саманчĕн ÿкерчĕкĕсемпе çирĕплетесшĕн.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика