Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуриншĕн те тав

22 августа 2012 г.

Вăрçă çулĕсенче çуралса ÿснĕ ăру ачалăхне пысăк йывăрлăхра ирттерчĕ пулин те пурнăçăн савăнмалли саманчĕсем унăн та хутран-ситрен пулкалатчĕç. Хĕрлĕ Чутай ачисемшĕн çавăн пек самант 1958 çулта вырăнти вăтам шкула çĕнĕ директорпа çĕнĕ учительсем килсен шутланчĕ. 26 çула та çитмен Анатолий Степанович Моисеев, унăн мăшăрĕ Генриетта Александровна тата Мая Павловна Ванюшкина коллектива вăркăш çил илсе кĕртрĕç. Вĕсенчен виç-тăватă çул маларах кунта аслă пĕлÿпе килнĕ Михаил Александрович Александров, Елизавета Архиповна Суворова, Зинаида Никифоровна Мазуркина-Валькова, Виталий Иванович Элеменкин ĕçе кÿлĕннĕччĕ. Çак çамрăк учительсем тапса тăракан вăй-хăвачĕпе пĕр-пĕринпе ăмăртса, аслăрах юлташĕсене хăйсем пекех педагогикăри йăлана кĕнĕ меслетсемпе ĕçлеме хистенĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 50-мĕш çулĕсен вĕçĕнче шкул пурнăçĕ чăннипех вĕресе кăна тăратчĕ. Çав вăхăтри учительсен урокĕсем интереслĕччĕ. Темăсене расна ăнлантарни, вĕсене тĕрлĕ кăтарту материалĕсемпе пуянлатни, кирлĕ материалсене вĕренекенсемпе ăсталани аслă классене çÿрекенсене вĕренÿ процесне тарăнрах тишкерме пулăшатчĕ. Шкулта классем хушшинче ăмăрту пыратчĕ.

Ун чухне кашни класăн хăйĕн пÿлĕмĕччĕ: тăвăр, партăсем нумай (ара классенче 40-е унтан та ытларах вĕренекенччĕ), шкул доскисем хальхи пек стена çумĕнче мар – ураллă та учитель сĕтелĕ çумĕнче тăратчĕç, утса çÿреме чăрмантаратчĕç. Учитель сĕтелĕ те урăхларахчĕ, кафедра евĕр. Ун çинче ăмăрту тетрачĕ выртатчĕ. Тетраде кашни урок хыççăн учительсем кăтартусем палăртатчĕç: дисциплинăпа тасалăх енĕсем. Çав кăтартусемшĕн очко хушăнатчĕ. "2" паллишĕн тата шкула сăлтавсăрах килмен пулсан ачан очко катăлать. Япăх вĕрен-ха, урока хатĕрленмесĕр кил – юлташсенчен лекетчĕ. Уроксем хыççăн туса ирттернĕ ĕçсемшĕн те очкосем хушăнатчĕç. Ытларах очко пухассишĕн класĕ-класĕпе колхоз фермине тислĕк , МТС территорине юртан, çÿп-çапран тасатма çÿреттĕмĕр, Шупашкара каякан асфальтлă çула юр ан хÿтĕр тесе решеткеллĕ картасем хатĕрлеме тăрăшаттăмăр (ун чухне çул хĕррипе йывăçсем ÿсмен, çил тухсан шоссе хăвăрт юр куписемпе картланса ларнă).

Ăмăрту нумай енлĕ пулăшнă, уйрăмах вĕренÿре. Вĕренÿ вара самай çÿлти шая çĕкленнĕ. Ăмăртусене шăмат кунсенче пĕтĕмлетнĕ. Вĕренÿ çулĕ вĕçленсен ăмăрту çĕнтерÿçисем парнеллĕ пулатчĕç: учительсемпе пĕрле ÿкерттернĕ сăн ÿкерчĕк тата кролик çури. Çав çулсенче уроксем хыççăн мĕн кăна ирттерместчĕç: кружоксем, факультативсем, смотр-конкурссем, фестивальсем... Шкулта икĕ хор ĕçлетчĕ. 100 ача ытла хутшăнакан хора Валериан Иванович Элеменкин, 50 çын çÿрекен учительсен хорне Александр Ильич Стекольщиков ертсе пыратчĕç. Икĕ хорĕ те республикăра мухтавлисен шутĕнче пулнă. Хĕрлĕ Чутайсен илемлĕ сасси Шупашкарта, Чулхулара, Мускавра янăранă. Вĕренекенсене Иван Ефимович Мольков ташлама, Зинаида Васильевна Малова чăвашла сăвă-калав çырма илĕртнĕ.

Вырсарни кунсенче те шкул янраса тăнă. Ачасем тимĕр-тăмăр, кивĕ хут пухнă, кролик ферминче ĕçленĕ. Çулла кукуруз ÿстернĕ. Шкулăн производство бригади хăйĕн экспоначĕсене Пĕтĕм Союзри куравсене тăратнă, тĕрлĕ диплом-мухтав хутне тивĕçнĕ.

Калама кăмăллă, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкул учителĕсем пултаруллă та пурнăç таппине аван ăнланакансем пулнă. Малти ретрисенчен пĕри – Мая Павловна Ванюшкина. Ахальтен мар ăна Пĕтĕм Союзри учительсен I-мĕш съезчĕн делегатне суйланă. Вăл хисеплĕрен те хисепли шутланнă.

Мая Павловна – Муркаш хĕрĕ, Шупашкарти педагогика институтĕнчен вĕренсе тухсан Штанашри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине тишкерме ачасене 3 çул пулăшнă. Çавăнта тăрăшакан учительпе, Сĕнтĕкçырми ялĕн çамрăкĕпе, Иван Тимофеевич Ванюшкинпа çемье çавăрнă. Ĕç çулĕ часах вĕри чĕреллĕ тантăшсене Хĕрлĕ Чутая илсе çитернĕ. Мая Павловна вăтам шкулта учительте, Иван Тимофеевич çутĕç пайĕн ертÿçинче ĕçлеме пуçланă. Пурăнма вĕсен çемйи шкул хваттерĕнче тĕпленнĕ. Мая Павловна ир те каç хăйĕн вĕренекенĕсемпе пулнăран-и, ăна пурте хисепленĕ. Вăл литературăна, театр тĕнчине, искусствăна çак йĕркесен авторне те юратма вĕрентрĕ. Хăй пек учитель пулма пулăшрĕ. Нумай хайлавпа туслашса, чылай çыравçăн пултарулăхне тишкерсе эпир. Паянхи кун та çакна пăрахăçламастпăр. Çавăн пекех аслă юлташăмăр çул çÿреве хаклама хăнăхтарчĕ. Болдино, Михайловское, Киев, Минск... – эпир пĕрле çÿренĕ паллă вырăнсем.

Унăн çĕршер вĕренекен пулнă, вĕсен хушшинче врачсем, инженерсем, паллă артистсем (Федор Кузьмин, Валентина Трифонова, Любовь Галимова) тата учительсем. Халĕ те кашни хăйĕн вĕрентекенне ырăпа асăнать.

Ыран Мая Павловнан юбилей. Çак куç илмелле мар хитре те çамрăк сăнлă çыннăн ĕмĕрĕ амăшин пекех (Мая Павловнан амăшĕ Перасковья Ивановна 110 çулта çĕре кĕчĕ) вăрăм та телейлĕ, мăнукĕн ачисемпе савăнса пурăнма сывлăхĕ çирĕп пултăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика