Сирмапосинское сельское поселение Чебоксарского района Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Манас марччĕ ырă йăла-йĕркене

01 июня 2012 г.

Япăххине ерипен манмалла, ыррине упраса малалла тăсмалла

80-90 çул каялла Рыкша шывĕ çинче кăна 50 ытла çил арманĕ ĕçленĕ. Кашни ял йĕри-тавра – униче карти, алă вĕççĕн чавса тунă пĕвесемпе çăлкуç, çырмара лартса тухнă йывăçсем чуна савăнтарнă.

Халăхра çапла калаççĕ: «Иртсе кайнă çулсене тавăрас çук пуль малашне». Кашни халăхăн ĕмĕр тăсăлакан йăласем пур. Чăваш çынни мĕн ĕлĕкрен çут çанталăка упранă, пур ĕçе те юратса пурнăçланă, пускил-тăванĕсемпе туслă пурăннă, пĕр-пĕрне яланах пулăшма тăрăшнă, ниме йĕркипе кил-çурт çавăрнă, монгол-тутар асапĕнчен тарса Мăн Атăл тăрăх тăвалла куçнă, пĕр-пĕринчен сапаланса кайман. Каярахпа чăваша чиновниксем те сахал мар кÿрентернĕ. Акă мĕнле çырнă Хусанта тухса тăракан «Казанская газета» хаçатра (1903 çул, апрелĕн 13-мĕшĕ): «…не язык чувашский нам надо сохранять, а сохранять и развивать хорошие свойства этого племени: их честность, любовь к земле и ко всему на ней растущему».

XX ĕмĕр пуçламăшĕнчи выçлăха пула пиншер чăваш ырă пурнăç шыраса Чулхулана, Уралпа Çĕпĕре куçса кайнă, çĕнĕ вырăнта пĕр-пĕрне пулăшса ерипен ура çине тăнă, çывăхри юхан шывсемпе пĕлсе усă курнă. Пушартан сыхланма ял варрипе йăмра лартса хăварнă, кÿлĕпе çăлсене халăх вăйĕпе кашни 8-10 çултан тасатнă. Пĕтĕм çивĕч ыйтăва ял пухăвĕнче татса панă. Тин çеç çемье çавăрнисене çĕр лаптăкĕ уйăрса панă. Кил-çурт çавăрма ял вăрманĕнчен йывăç касма ирĕк панă. Çак пухурах ял старостине, пушар хуралçине, вăрманпа уй хуралçине суйланă, вĕсен вăтам ĕç укçине палăртса хăварнă. Айăпа кĕнисене ятланă. Уйрăлакан çемьесем пулман, тăванĕсемпе пускилсенчен именнĕ, Турăран хăранă. Çуллахи кунсенче ял пушанса юлнă: пурте уйра, улăхра е вăрманта тар юхтарнă. Аслисем каланине пурте пурнăçланă. Ача-пăча хăйне тытма пĕлнĕ, аслисене хисепленĕ, пур ĕçе те пурнăçлама тăрăшнă, выльăх-чĕрлĕхне пурте нумай тытма тăрăшнă. Выльăхсене паян ялти магазин хыçне кăкарнă (ваттисем çапла шÿтлеççĕ). Унта пурте пур, анчах хакĕ хăратать. Апат-çимĕçĕн çуррине ытла паян урăх çĕршывсенне илетпĕр. Пирĕн укçа-тенкĕ çав çĕршыври фермерсене пулăшма каять. Ĕлĕкхи вăхăтра килти çÿп-çапа урама е çырмана никам та пăрахман. Çырмасем таса та тирпейлĕ пулнă. Юр кайса пĕтсенех уничене çамрăксем савăнма васканă, купăс каласа ташланă, юрланă. Май уйăхĕнчи Мăштавăш таппинчен пуçласа Çырмапуç, Кивçурткасси, Иккасси, Алькеш, Лакăр, Çĕньялпа Шăмăш ярмăрккисенче халăх савăннă. Кĕр еннелле туйсем кĕрленĕ. Çамрăксем эрех-сăра ĕçмен, канма та, ĕçлеме те вăхăт тупнă, наркотик мĕнне пĕлмен.

Аслисем ачасене ĕçке-çике нихçан та илсе тухман. Вилнисене асăнса çимĕке ваттисем кăна çÿренĕ. Паянхи кун, çак асăну кунĕ, пачах та урăхла: эрех-сăри анаран юхать, ачи-пăчи те туллиех, купăс сассипе юрласа ташлакан кăна çук.

Вăрçă вăхăтĕнчи, каярахри çулсенче шкул ачисене уя пучах пуçтарма, утă-улăм тавăрса пухма, тимĕр-тăмăр, кайăк тислĕкĕпе кĕл пуçтарма явăçтарнă. Çуркуннепе кĕркунне çырмасемпе ана хĕрне пин-пин çамрăка йывăç хунавĕсене ларттарнă. Халăхра яланах каланă: «Темле йывăр ĕç те шăм-шака сиен кÿмест. Çакна мантăмăр пулмалла халĕ.



Источник: "Тăван ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
д.Чиршкасы, ул.11-ой Пятилетки, д.1
Телефон: 8(83540) 2-11-82
Факс: (83540) 2-48-24
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика