Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç малалла пырать

07 августа 2012 г.

Тăвай ялĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсене харпăр хăй хутмалла тăвасси малалла пулса пырать.
Ленин проспектĕнчи 27, 31, 33, 35, 37-мĕш тата Строительнăй урамри 4-мĕш çуртсенче пурăнакансемшĕн кăçалхи хĕл сивĕ пулмĕ. Çавăн пекех Строительнăй урамри 3-мĕш тата Ленин проспектĕнчи 39-мĕш çуртсенчисемшĕн (общежитисем) те çавнашкал савăнăç пулас шанчăк пур, ку ыйтăва татса парассипе çанă тавăрсах ĕçлеççĕ.
Эрне кун “Канашмежрайгаз” общество работникĕсем 29-мĕш çуртри ĕçсене вĕçлесе, юнашаррине (27-мĕшне) куçрĕç. Ултă арçын пикенсех тимĕр пăрăхсене çыпăçтаратчĕç. Р.Мавлюков, В.Калинин, К.Алексеев звенисем ĕçлетчĕç унта.
Хваттерсенче газпа ĕçлекен котелсем лартаççĕ, ăшă тата шыв системине улăштараççĕ, тĕтĕм çулне (стена шăтараççĕ) тăваççĕ. Ку енĕпе тепĕр организаци вăй хурать.
Пурăнакансенчен чылайăшĕ ĕçлекенсем умĕнче чăрмав сиксе ан тухтăр тесе тăрăшать. Çапла пĕр-пĕрне пулăшса-ăнланса вăй хурсан, икĕ енĕн те тĕллевĕсем вăхăтра пурнăçланĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика