Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Суйлав кампанийĕ

01 августа 2012 г.

 

2012 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕ – республикăра пĕрлехи сасăлав кунĕ. Çав кун вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен хушма (вăхăт çитмесĕрех ирттерекен) суйлавĕ пулать. Пирĕн районта Муркаш, Чуманкасси тата Йÿçкасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çĕнĕрен суйламалла.

Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене вăхăт çитмесĕрех суйласси пирки ял тăрăхĕсенчи халăх суйлакан органсен йышăнăвĕсене 2012 çулхи июлĕн 26-мĕшĕнче «Вестник Моргаушского района» хаçатра пичетлесе кăларнă. Йышăнусене официаллă пичетлесе кăларнăранпа кандидатсем тăратмалли тапхăр пуçланчĕ. Вăл сентябрĕн 3-мĕшĕччен пырать. Документсене Муркаш территори суйлав комиссийĕнче йышăнаççĕ. Комисси ĕç кунĕсенче 8 сехетрен тытăнса 17 сехетчен ĕçлет, шăмат кун – 9 сехетрен тытăнса 13 сехетчен, вырсарни кун – кану кунĕ. Çыхăнмалли телефонсем: 62-6-47; 62-3-64.

Законодательствăпа килĕшÿллĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен 2012 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнчи суйлавĕнче Чăваш Республикин Муркаш районĕн вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене суйланма право пур тата Чăваш Республикин территорийĕнче регистрациленĕ политика партийĕсен, вĕсен регионсенчи уйрăмĕсемпе ытти структура подразделенийĕсен, пĕтĕм Раççейри обществăлла пĕрлешÿсен тата ытти обществăлла пĕрлешÿсен списокне «Вестник Моргаушского района» хаçатăн 2012 çулхи июлĕн 28-мĕшĕнчи 40-мĕш номерĕнче пичетлесе кăларнă, Муркаш районĕн сайтĕнче вырнаçтарнă.

 

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика