Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чиркÿ хăйĕн сассине пачĕ

04 августа 2012 г.

– Паян тинех ман чун лăш пулчĕ, тинех чунра лайăх. Пилĕк çул пăшăрханса пурăннине халĕ пĕр-икĕ талăк лăпкăн çывăрма та пулать, – шÿтлесерех палăртрĕ хăйĕн ăшри туйăмне Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи хисеплĕ çынсенчен пĕри Зиновий Михайлович Кутузов. Пулмасăр. Ку тăрăхра пурăнакансемшĕн тахçантанпах кĕтнĕ кун çитрĕ – чиркÿ ĕçлеме пуçларĕ.

Зиновий Михайлович прихут канашĕн председателĕ пулнă май иртенпех чиркÿ таврашĕнче вак-тĕвек ĕçсем туса хыпаланчĕ. Чиркÿ тума пуçланăранпа пиллĕкмĕш çул, ĕçĕ вара пурпĕрех пур.

– Çавăн чухне «Ударник» хуçалăх ертÿçи Платон Павлович Давыдов «хускалман пулсан» паян çак вырăнта чиркÿ пулмастчĕ. Çапла çирĕппĕнех калама пултаратăп. Пăхăр-ха, мĕнле илемлĕ чиркÿ, – савăнса калаçать Зиновий Михайлович.

Христос Çÿле Çĕкленнин чиркĕвне çутатма Улатăр епископĕ Стефан – Шупашкар епархийĕн викарийĕ, Шупашкар-Чăваш епархийĕн 11-мĕш благочиннăй округĕн Сергий Чернов протоиерей тата çак округри ытти священниксем чылаййăн килсе çитрĕç. Чиркĕве çутатассипе ирттерме палăртнă службăна вăхăтра пуçларĕç – ирхи сакăр сехетре.

Малтанах чиркÿре тăватă-пилĕк çын кăначчĕ. Вăхăт кăшт кăна иртрĕ – чиркĕве халăх лăк туллиех пухăнчĕ. Ăçтан кăна килмен пулĕ çынсем: Омск хулинчен те, Арзамасран та ятарласа килнĕ, Улатăртан та пур, чиркĕвĕн куполне туса хатĕрленĕ «Плазмотех» чикĕллĕ яваплăхлă пĕрлешĕвĕн ертÿçи те çитнĕ, Йÿçкасси, Шетмĕпуç тăрăхĕсенчен...

– Ку таранччен тăтăшах Уйкас Янасал чиркĕвне, Шупашкара çÿренĕ. Халĕ мĕн тери ырлăх пирĕншĕн, – чунтан савăннине куççуль витĕр палăртакансем те пулчĕç чиркÿре.

– Чиркÿре харпăр хăйне мĕнле тытмаллине те хăнăхса çитĕпĕр акă. Ку илемлĕ чиркĕве тăтăшах çÿрес кăмăл пур, – терĕç теприсем.

Йĕри-тавра çурта çунать, турăшсем çинчен куç каймасть, илемлĕ юрăсем çăмăллăх парнеленĕн туйăнать, лăпкăлăх... Служба пуçланчĕ. Акă часах чан сассине те илтрĕмĕр: чиркÿ хăйĕн сассине пачĕ, ăна та чун кĕчĕ. Служба йĕркине пăхăнса чиркÿ тавра турăшпа, хĕреспе çветтуй шыв сапса çаврăнчĕç. Таса чиркĕве священнослужительсем хыççăн хура халăх та кĕчĕ.

– Кунта малтан больница пулнă, халĕ вара Турăн ырăлăхĕпе, тивлечĕпе чиркÿ туса лартма май пулчĕ. Çын ÿт-пÿрен кăна мар, чунран та тăрать. Ÿт-пÿ вилсен те чун – ĕмĕрлĕхе. Турă пирĕншĕн кашниншĕн килнĕ, кашнин вилĕмсĕрлĕхĕшĕн. Çакна асра тытса чиркĕве çÿрĕр, кĕлтăвăр. Хăвăршăн, ачăрсемшĕн, аçăр-аннĕрсемшĕн, тен хăшĕсем сирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлнă пулсан та.

Куратăр, туятăр пулĕ, çамрăксен кăмăл-сипечĕ тĕлĕшĕпе паян лару-туру питĕ çивĕч. Çамрăксем тата питĕ нумаййăн вилеççĕ. Халăх Турăран «инçе». Эсир вара Турăпа пĕрле пулăр. Турă пире кашнинех çăлать, анчах пирĕнсĕр мар. Çакăнта çÿрĕр, кĕлтăвăр.

Çапла пулчĕ Стефан епископăн служба хыççăнхи сăмахĕ. Вăл «пирĕнсĕр мар» тенине архиерей грамотисене тивĕçнĕ çынсем пурри çирĕплетрĕ. Чиркĕве туса хута ярассинче маларах асăннă Зиновий Михайлович Кутузов, «Ударник» хуçалăх ертÿçи Платон Павлович Давыдов, Василий Андреевич Степанов предприниматель тивĕçрĕç çак чыса. М. Кутузов пĕлтернĕ тăрăх чиркÿ тăвассинче Геннадий Петрович Сергеев электросварщикăн тÿпи те пысăк. Тул енчен ниçта та тимĕр курăнман чиркĕвĕн стенисем ăшĕнче çÿл-лĕшĕпех тимĕр швеллерсем çирĕплетсе тытăнтарса тухнă вăл.

Ку чиркĕвĕн настоятелĕ Николай атте çак кунах, 16 сехетре, служба пуласса пĕлтерчĕ. Тепĕр кун вара – çветтуй Илия пророк кунĕнче – çынсем литургие килме пултарассине каларĕ. «Халăх мĕнле – чиркÿ настоятелĕ те çапла. Эсир лайăх пулсан çак чиркĕвĕн настоятелĕ те лайăх пулать, паллах», – çапла пĕтĕмлетÿ туса Стефан епископ халăха пил пачĕ. Вăл каланă сăмахсене кунта кашниех ăша хывни палăрчĕ...

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика