Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Патшалăх пулăшать

20 июля 2012 г.

Пирĕн патшалăх çамрăк çемьесене пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшать халь. Хваттер илме е çурт туса пĕтерме укçа-тенкĕ парать.
Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев Тăвайри Иванпа Венера тата Ульяна Чумышевсене укçа-тенкĕ илмелли свидетельство парса савăнтарчĕ.
Çемье пуçĕ, Иван Владимирович, районти çул-йĕр инспекторĕ. Пилĕк çул тăрăшать ку енĕпе.
Мăшăрĕ, Венера Петровна, çамрăк специалист. Чăваш патшалăх университетĕнчи медицина факультетĕнчен вĕренсе тухсан килнĕ Тăвайри тĕп больницăна ĕçлеме. Вĕсен хĕрĕ, Ульяна ятлă, 4 çулта.
Чумышевсем патшалăх панă укçа-тенкĕллĕ пулнă хыççăн Тăвай ялĕнчех хваттер илме ĕмĕтленеççĕ

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика