Шигалинский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕнче шайĕнче - малтисем

14 июля 2012 г.

Июлĕн 5-8-мĕш кунĕсенче Литвари Шауляй хулинче аслă çулхи спортсменсем хушшинче каратен WKC енĕпе Тĕнчен уçă чемпионачĕ, ачасемпе кадетсем хушшинче Тĕнче Кубокне çĕнсе илессишĕн 8-мĕш турнирĕ иртнĕ.

Ăмăртусене 18 çĕршывран - Австралирен, Австрирен, Азербайджанран, Аргентинăран, Германирен, Грузирен, Ирландирен, Çурçĕр Ирландирен, Италирен, Раççейрен, Румынирен, Литваран, Латвирен, Сербирен, Словенирен, Шотландирен, Чехирен, Украинăран - 23 команда хутшăннă. Раççей чысне виçĕ команда - Раççейĕн WKC Федерацийĕн, Раççейри USKO тата Пĕтĕм Тĕнчери çапăçу лигин спортсменĕсем - хÿтĕленĕ. Каратен Раççей WKC Федерацийĕн команди уйрăмах палăрнă - 39 ылтăн, 38 кĕмĕл, 48 бронза медаль çĕнсе илнĕ. Çак çитĕнÿре Вăрмарсен тÿпи те пысăк. 18-20 çулхи хĕрсем хушшинче 55 килограмлă виçе категорийĕнче кумитэ енĕпе Людмила Григорьева (Шăхаль ялĕ, тренерĕ В.Тимофеев) 1-мĕш вырăн йышăнса Тĕнче чемпионĕн ятне тивĕçнĕ. Ката номинацире 12-13 çулхи хĕр ачасем хушшинче Ксения Павлова (вăл та Шăхальтен, тренерĕ Ю.Григорьев) 2-мĕш вырăна тухнă, 18 çултан аслăрах 78 килограмм тата ытларах виçе таякан спортсменсем хушшинче кумитэ енĕпе Сергей Петров (Вăрмар поселокĕ, тренерĕ В.Тимофеев) 3-мĕш пулнă. Ентешсен тĕнче шайĕнчи курăмлă çитĕнĕвĕсем савăнăçпа мăнаçлăх кÿреççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Посещений сайта с 01 июня 2008 года Счетчик посещений Counter.CO.KZ - бесплатный счетчик на любой вкус!

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика