Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕнче

10 июля 2012 г.

Петĕр князь тата унăн мăшăрĕ Феврони ХIII ĕмĕрте пурăннă. Вĕсем пĕр-пĕрне питĕ хисепленĕ, юратнă, телейлĕ пулнă. Çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче (çĕнĕ стильпе утă уйăхĕн 8-мĕшĕ) пурнăçран уйрăлса кайнă иккĕшĕ те. Вĕсен ÿчĕсем, уйрăм хунă пулин те, темĕнле асамлă майпа пĕр тупăка куçнă. Петĕрпе Феврони Муромскисене 1547 çулта чиркÿ соборĕнче канонизациленĕ. Вĕсен хăвачĕсем Муромри Çветтуй Троицкий мăнастирĕнче упранаççĕ. Çапла Петĕрпе Феврони çветтуйсен юратăвĕ кашни çыншăн ырă тĕслĕх пулса тăрать.
2008 çулхи утă уйăхĕн саккăрмĕшĕнченпе Раççейре çавăнпа Çемье, юратупа шанчăклăх кунне паллă тума тытăнчĕç. Кăçал вăл вырсарни кун пулчĕ, çемьесенче пĕрле паллă турĕç ĕнтĕ ăна. Пирĕн районта пурăнакансем ку куна уçă сывлăшра уявлама йăлана кĕртсе пыраççĕ. Тăвайри З.Космодемьянская ячĕллĕ ача-пăча паркне кăçал та утă уйăхĕн улттăмĕшĕнче ĕç вĕçленсен çын нумай пухăнчĕ. Çанталăкĕ те сума сурĕ юратупа шанчăклăх туйăмĕсемпе çунатланнă çынсене, çумăр çумарĕ, хĕвел хăйĕн ăшă пайăркисемпе кашнинех ыталаса ырă сунасшăн пулчĕ.
Ачасен – хăйсен савăнăçĕ. Тĕрлĕ чуччусемпе ярăнса пăхаççĕ ашшĕ-амăшĕпе килнĕскерсем. Сценăн хыçал енне (ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центр çуртĕнчен тухнă çĕре) “Уяв ячĕпе” тесе илемлетсе çырни таçтанах курăнать. Хаваслă кĕвĕ, кил хуçалăхри ĕçсене самантлăха манса, пуринпе те пĕрле уявра савăнма хавхалантарать.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильевпа Пĕтĕм Раççейри профсоюз работникĕсен Чăваш Республикинчи организацин председателĕ Э.Иванов килсе çитрĕç кĕçех.
Программăна ертсе пыракан О.Соловьева Юрий Егоровича сăмах пачĕ.
–Çемье, юратупа шанчăклăх кунĕ ячĕпе пурне те ăшшăн-ăшшăн саламлатăп. Пирĕн районта лайăх çемьесене, пысăк ответлăха туйса пурăнакан ашшĕ-амăшне хисеплеççĕ. Тăвай енре пурĕ 199 нумай ачаллă çемье пурăнать. Çамрăк мăшăрсене пурăнмалли условийĕсене лайăхлатма пулăшать халь патшалăх. Çемьере виççĕмĕш ача çутă тĕнчене килсен, пирĕн республикăра 100 пин тенкĕ парса пулăшаççĕ. Çемье çирĕплĕхне ÿстерме, ЧР Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн, “Юратупа шанчăклăхшăн” орден туса хунă 2009 çулта. Ăна 50 е ытларах çул пĕр-пĕрне хисеплесе-юратса пурăннă çемьесене параççĕ. 2011 çулта ку ордена Ямпулатри Маргушовсем тивĕçнĕ. Пирĕн районта 50 е ытларах çул 112 çемье килĕштерсе пурăнать.
“Юратупа шанчăклăх” медале вара 2009 çулта Тĕмерти Афанасьевсене, 2010 çулта – Николаевсене (Тăрмăш), пĕлтĕр Элпуçĕнчи Терентьевсене панă.
Кăçал ку сума икĕ çемье тивĕçлĕ пулни пире савăнтарать. Кивĕ Пуянкассинчи Ильинсемпе Кĕршери Салкановсем – ырă тĕслĕхлĕ çемьесем. Мăшăрсем харпăр хăй ĕçĕсенче вăй хураççĕ, ачисене ÿстернĕ, вĕрентнĕ, çемьелентернĕ. Ял-йыш Ильинсемпе (30 çул пĕрле) Салкановсене (34 çул) сума сăвать, кирлĕ чухне канаш ыйтать. Вĕсем ыттисене алă тăсса пама яланах хатĕр, – терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Васильев Тăвай енри çемьесене саламласа. Медальсене тата хаклă парнесене пама ăна Пĕтĕм Раççейри профсоюз работникĕсен Чăваш Республикинчи организацин председателĕ Эдуард Иванов пулăшрĕ. Çемье пуçĕсем – В.Ильинпа А.Салканов – хăйсене çавнашкал пысăк чыс тунăшăн тав турĕç.
Унтан Тăвай ялĕнче пурăнакан çамрăк мăшăрсене – Чумышевсемпе Араповсене – пурнăç условийĕсене лайăхлатма укçа-тенкĕ илмелли свидетельство пачĕç.
Çакăн хыççăн сцена çинче культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем – В.Иванов, В.Абржина, Н.Иванова, Р.Маркова, В.Александрова, Л.Катякова, Э.Иванова, ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центра çÿрекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.
Çемье – пĕр-пĕрне юратни, хисеплени, ăнланни. Унсăр çын хăйне тăлăх туять. Кирек мĕнле йывăрлăха тĕл пулсан та, çемьене упрама тăрăшмалла. Пурнăç пĕлтерĕшĕ унăн çирĕплĕхĕнче палăрать. Юрату, çемье, ачасем кашни çыншăн чи хаклă пуянлăх пултăр. Асăннă уява малашне тата ытларах йышпа паллă туса хамăр туслăха çирĕплетсех пырар.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика