Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр налукне вăхăтра пуçтармалла

05 июля 2012 г.

Тунти кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ. Район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ - ĕç йĕркелпайĕн начальникĕ Е.Михайлова 2012 çулхи иккĕмĕш çур çулта хаçат-журнал илсе тăмалли çырăнтару мĕнле иртнипе паллаштарчĕ. Тĕпрен илсен ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, библиотекăсем, культура, вĕренучрежденийĕсем, ял хуçалăх предприятийĕсем республика тата район хаçачĕсене çырăннă. Ĕлкĕрейменнисем халĕ çырăнсан ку е вăл издание çурла (август) уйăхĕнчен илсе тăма пултараççĕ. Е.Михайлова пĕрремĕш çур çулта район администрацине тата район администрацийĕн пуçлăхĕ ячĕпе çырнă çырусене тишкерчĕ. Вĕсемпе чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ паллашать, регистрациленĕ хыççăн пăхса тухса мерăсем йышăнма администрацин пайĕсен пуçлăхĕсене параççĕ. Çырусене саккунпа килĕшллĕн пăхса тухса хуравлаççĕ. Граждансем ытларах çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас, социаллă пулăшу парас тата ытти ыйтусемпе çыраççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ _ финанс пайĕн начальникĕ Г.Анисимова районта çĕр налукĕ пуçтарас ĕç мĕнле пынипе паллаштарчĕ. Пуçтарнă налук укçи пĕтĕмпех районта юлать. Ăна çĕрпе усă куракансем _ ял хуçалăх предприятийĕсем, уйрăм çынсем тлеççĕ. Пухăннă укçа-тенкĕпе вырăнта социаллă пĕлтерĕшлĕ нумай ыйтусене татса пама пулать. Налук инспекцийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх _ районта çĕр налукĕ тлемен предприятисемпе уйрăм çынсем чылай. Унăн сумми пуçтарăнмалли укçа-тенкĕн 5 проценчĕпе танлашать. Аслă Пăла Тимеш, Елчĕк, Лаш Таяпа ял тăрăхĕсен парăмĕ районти вăтам кăтартуран чылай пысăкрах. Канашлура ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çĕр налукĕн парăмне çывăх вăхăтра татса пĕтерме хушса хăварчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин вак предпринимательлĕхе аталантарас ыйтăва çивĕч хускатрĕ. Ăна аталантарма, çул пама мĕн чăрмантарать? Район администрацийĕ ку енĕпе кирек кама та пулăшу пама хатĕр пулин те пĕчĕк производствăна йĕркелесе яма пуçару тăвакансем сахал. Хамăр патăмăрта туса кăларма май пур таварсенех ютран кỹрсе килме тивет. Ку вăл производствăра çеç мар, суту-илỹре те, тỹлевлĕ пулăшу парассинче те палăрать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ вак предпринимательлĕхе аталантарас тĕлĕшпе предприятисемпе организацисен ертỹçисен пуçарулăх кăтартмаллине, çамрăксене хавхалантарса, пулăшса пымаллине палăртрĕ. Канашлура район пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сỹтсе явнă.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика