Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăри ăмăртусенче

03 июля 2012 г.

Футбол ветеранĕсен республикăри ăмăртăвĕсенче “Тăвай–Локомотив” умлă-хыçлă иккĕмĕш çухату тÿсрĕ (чăн та – лидерсенчен: пирвай “Стале” 0:1, хальхинче Ишлейри “Звездана” 2:4 шутсемпе выляса ячĕ). Командăн хальлĕхе 3 çĕнтерÿ, икшер çухатупа ничья.
“Дорстрой” футболисчĕсем Тăвайра Шупашкар районĕнчи “Абсолют” командăна йышăнчĕç. Тăвайсем хăйсен хапхине мечĕке пĕрремĕш кĕрттерсе ячĕç пулин те 2-мĕш таймра шута танлаштарса мала та сиксе тухрĕç (3:2, мечĕксен авторĕсем Р.Павлов, В.Антонов, Э.Буинцев), анчах ăна упраса хăварма пултараймарĕç. Хăнасемпе ăна пĕрешкел пайлама тиврĕ.
Тăрмăшсем вара килте Улатăрти “Спутнике” хоккейри пек пысăк шутпа парăнтарчĕç (7:0!). Хÿтĕлекен линире ăста вылянă Роман Васильев та хăнасен хапхине 2 мечĕк тапса кĕртме ĕлкĕрчĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика