Янтиковский территориальный отдел Яльчикского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватăлмасть кинеми

03 июля 2012 г.

Исемпелĕнче пурăнакан тыл ветеранĕ Мария Митрофановна Чермакова 100 çул тултарчĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Г.Анисимова, социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи И.Аникина, Раççей Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн специалисчĕ А.Московская, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Рыбкин саламланă, чечек çыххисемпе, парнесемпе чысланă. Г.Анисимова юбиляра Раççей Президенчĕн В.Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн Н.Миллинăн саламлă çырăвĕсене панă. М.Чермакова Элекçей Тимешĕнче çуралса ỹссе 1935 çулта Исемпел каччипе Фома Чермаковпа çемье çавăрнă. Мăшăрĕ 1942 çулта Ленинград хулине хỹтĕлесе пуçне хунă. Мария Митрофановна 3 ачана пĕччен пăхса ỹстернĕ, пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларнă. Ывăлĕпе хĕрĕсем, 7 мăнукĕ, мăнукĕсен 10 ачи кинемине манмаççĕ, яланах пĕрле пулма тăрăшаççĕ

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика