Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисепе тивĕçнĕ медицина сестри

16 июня 2012 г.

"Чăваш академи драма театрĕнче сцена çине хăпарса ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ аллинчен Раççей шайĕнчи Хисеп грамотине илни, юнашарах Республика Президенчĕ Михаил Игнатьев тăни, вăл та мана алă парса саламлани халĕ те куç умĕнче", – тет Юлия Кондратьева медицина сестри, пĕлтĕр июнь уйăхĕнче Шупашкарта хăйне чысланине пăлханса аса илнĕ май.

Хĕрлĕ Чутай салинчи Ольга Павловнапа Иван Егорович Ярайкинсен çемйинче 1958 çулта çуралнă Юля – виççĕмĕш ача. Асли, Валерий, юрист профессине алла илсе пурнăç çулĕ çине тухнă, иккĕмĕшĕ, Римма, Хусанти медицина институтĕнче аслă пĕлÿ илнĕ, вăл стоматолог. Юля та аппăшне кура тата амăшĕ: "Медицинăна пĕлни çемьере те питĕ кирлĕ", – тенине ăша хывса сывлăх сыхлавĕн çулĕпех кайма шутланă. Йăмăкĕ те, Нина, медицина енĕпех тимлет. Амăшĕ виçĕ хĕрĕ те çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшнăшăн питĕ хĕпĕртет.

Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухсан Юлия Ивановна тăван тăрăхах таврăнать. Вăл район больницинче 1979 çултанпа тăрăшать. Малтанах 22 çул хушши терапи уйрăмĕнче тимленĕ, унтан инфекци уйрăмне куçнă, паян та çакăнтах ĕçлет. Сывлăх сыхлавĕнчи тавативĕçлĕ ĕçĕсемшĕн тата нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн ăна пĕлтĕр Раççей Федерацийĕн Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин Хисеп грамотине парса чысланă.

Инфекци уйрăмĕнче ĕçлеме çăмăл мар. Кунта тĕрлĕ чир аптăратакан ачасем те, аслисем те сывалаççĕ. Пуринпе те пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, эмелпе кăна мар, ăшă сăмахпа та сиплемелле. Çапла тума тăрăшать те Ю.Кондратьева, хăйĕн ĕçне чунпа парăннăскер. Ахальтен мар пулĕ вăл 2008 çулта Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотине те тивĕçнĕ. Раççей шайĕнчи Хисеп грамотине те районти медицина сестрисенчен хальлĕхе вăл кăна илнĕ. "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ят та пур унăн.

Больницăра чирлисене сыватнипе пĕрлех тăванĕсен сывлăхĕшĕн те тăрăшма тивнĕ Юлия Ивановнан. "Аттене те укол тăваттăм, кукаçине те чылай хушă пăхса сыватса пурăнтăм. Кукаçи, Павел Егорович Борисов, вăрçă участникĕ, 104 çула яхăн пурăнчĕ, ăна "Долгожители Чувашии" кĕнекене те кĕртнĕ", – тет медицина сестри.

Ĕçре çитĕнÿсем тума çемьере юратупа килĕшÿÿ, тăнăçлăх хуçаланни те пулăшать. Юлия Ивановнапа мăшăрĕ, Юрий Федорович, икĕ ывăла кун çути парнеленĕ. Асли, Сергей, юриста вĕренсе тухнă, çав профессипех районта ĕçлет. Алеша та юрист профессине суйласа илнĕ. Хальхи вăхăтра вăл Ульяновскра тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлать. Ывăлĕ десантник пулнишĕн амăшĕ мухтанать, çитес вăхăтрах, июль уйăхĕнче, киле таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика