Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шăрăхра шыв пулăшать

16 июня 2012 г.

Çанталăк ытларах та ытларах ăшăтса пынă май больницăна медицина пулăшăвĕ илме килекенсем йышланаççĕ. Шăрăхра уйрăмах вăраха тăсăлакан чĕре чирĕсемпе аптăракансем тата ачасемпе ватă çынсем нушаланаççĕ.

Çуллахи шăрăха пула юн пусăмĕ ÿсет е пĕчĕкленет, инфаркт та пулма пултарать. Харпăр хăйне сыхлас, упрас тесен хĕвел çине сахалтарах тухма тăрăшмалла, пуçа тутăр çыхмалла е шлепке тăхăнмалла. Çи-пуç шурă, çутă тĕслĕ, çĕр мамăкĕнчен, йĕтĕнрен е пурçăнран çĕлетни пулсан аван.

Шăрăха пула хăйне япăх туйнă çынна сулхăн вырăна илсе каймалла, хывăнтармалла, нÿрĕ простыньпе чĕркемелле, пуçĕ çине сивĕ япала хумалла.

Сывлăш температури пысăк пулнăран çын ытларах тарлать, çавăнпа та шăрăх çанталăкра ытларах ĕçмелле: шыв (минерал шывĕ пулсан тата лайăхрах), чей, улма-çырла сĕткенĕсем. Алкоголь, сăра е кофе ĕçме вара тăхтамалла.

Сывлăха сиен кÿрес мар тесен çак сĕнÿсене те шута илĕр:

Пÿлĕмри сывлăша уçăлтаракан кондиционер е вентилятор çывăхĕнче ан ларăр.

Антибиотиксем йышăнакансен хĕвел çинче пач та пулма юрамасть, мĕншĕн тесен хăш-пĕр антибиотиксем ÿт сисĕмлĕхне ÿстереççĕ, çавна пула пиçсе каяс хăрушлăх пур. Онкологи чирĕсемпе чирлекенсен те çак сĕнĕве пăхăнмалла.

Шăрăхра ирхи вунă сехетрен пуçласа каçхи тăватă сехетчен хĕвел çине тухма ан тăрăшăр.

Юн пусăмне тĕрĕслесех тăрăр, тухтăр хушнине пурнăçласа пырăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика